Пятница, 29 марта, 2024
Главная > Публикации > Иккĕмĕш вырăна тухнă

Иккĕмĕш вырăна тухнă

Шупашкарта Патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен 20-мĕш спартакиади иртнĕ.

Сĕтел çи теннис вăййипе йĕркеленĕ ăмăртăва пĕтĕмпе 51 команда хутшăннă. Чăваш Енри федераци органĕсен хушшинче УФСИН команди çĕнтернĕ, Федераци казначействин управленийĕ 2-мĕш вырăн йышăннă, Шалти ĕçсен министерстви 3-мĕш пулнă. Патшалăх влаçĕн республика органĕсен командисенчен Финанс министерствин хастарĕсем палăрнă. Ял хуçалăх министерстви 2-мĕш вырăна тухнă. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ — 3-мĕш вырăнта. Муниципалитетсен хушшинче Шупашкар команди çĕнтернĕ, пирĕн район ушкăнĕн — «кĕмĕл», вăрнарсен — «бронза».

Спартакиада финалĕ ыран Йĕпреç поселокĕнче иртĕ. Унта шывра ишессипе, дартс тата волейбол вăййисенче тупăшĕç.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code