Четверг, 18 апреля, 2024
Главная > Публикации > Яманкасси ялĕ

Яманкасси ялĕ

1958 çулта шкул ачисен вăйĕпе шкулта кролик ĕрчетес ĕçе пуçарса янă. 1959 çулта вĕсенчен 850 тенкĕ тупăш илнĕ. Кролик ĕрчетессипе ВЛКСМ Чăваш обкомĕ пуçарнă конкурсра 3-мĕш вырăн йышăннăшăн 250 тенкĕ преми илме тивĕç пулнă.

1956 çулта пионерсемпе шкул ачисем патшалăха эмел тумалли чĕр тавар — пилеш пухса парас ĕçре мала тухнăшăн ВЛКСМ Чăваш обкомĕ шкула Хисеп грамоти тата 500 тенкĕ преми парса хавхалантарнă.

1958 çулта шкул кролик ĕрчетес ĕçре тата тăван «Аврора» колхоза чăх чĕпписем ÿстерсе парас ĕçре çитĕнÿсем тунăшăн Канаш районĕнчи парти комитечĕн Хисеп грамотине илме тивĕç пулнă.

1957 çулта шкул ачисем çĕршыв валли йĕкел пухас ĕçре мала тухнăшăн ВЛКСМ Чăваш Обкомĕн Хисеп грамотине тата 500 тенкĕ премие тивĕçнĕ.

Районти физкультурниксен спартакиадинче мала тухнăшăн шкулти физруксен ушкăнĕ 1-2-мĕш степеньлĕ Дипломсене илнĕ.

Пионерсен дружини тимĕр-тăмăр пухас ĕçре те активлă ĕçленĕ, 1959 çулта 4350 кг тимĕр-тăмăр пухса панă. Çав çулах Елчĕк районĕнчи «Победа» колхозра экскурсире пулнă.

Пионерсем тăван колхоза та чылай пысăк пулăшу панă. Вĕсем кашни çулах кукуруза çитĕнтерес ĕçе хутшăннă, тислĕк, кĕл тăван колхоз уйне кăларнă. Çулсерен сентябрь уйăхĕнче шкул ачисем колхозра çĕр улми кăларас ĕçе активлă хутшăннă. Ку ĕçре уйрăмах аслă классенче вĕренекенсем палăрнă.

1933 çулччен Яманкасси çамрăкĕсем ялта 4 çул анчах вĕреннĕ, аслăрах классенче вĕренекенсем Сиккассине çÿренĕ. Çавăнпа вăл çулсенче шкулта пионер организацийĕ пулман.

Яманкасси ялĕнче пионер организацийĕ 1934 çулта йĕркеленме пултарнă. Ун чухне шкула Чумышев Н.Г. ертсе пынă.

Малтанхи пионерсем 4-мĕш класра вĕреннĕ. Классра пурĕ 44 ача пулнă. Пионера кĕнĕ чухне кашни ача заявлени çырнă. Кашни заявление уйрăм пăхса тухнă.

Вăл вăхăтра колхоз йĕркеленнĕ. Çавăнпа колхоза хирĕç класс тăшманĕсем вăйлă ĕçленĕ. Вĕсемех ялти çынсене ачисене пионера кĕртнĕшĕн хирĕçленĕ, тĕрлĕрен суя хыпар сарнă. Çавна пула нумай ашшĕ-амăшĕ хăйсен ачисене пионера кĕме чарса тăнă, 1933-1934 вĕренÿ çулĕнче 4-мĕш класра вĕренекен 44 ачаран 20 ача анчах пионерта тăнă.

Историллĕ тетраде тишкерсе тухрăмăр. Яманкасси ялĕн аталанăвне, унта паллă çынсем пулса курнине, хăй вăхăтĕнче ялти колхоз çĕршыв шайĕнче кĕрлесе тăнине тата ыттине пĕлтĕмĕр. Чăн та, ĕçчен те харсăр халăх пурăнать Яманкасси ялĕнче, халĕ вĕсен сумĕпе чысне ачисемпе мăнукĕсем малалла тытса пыраççĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *