Суббота, 20 апреля, 2024
Главная > Публикации > Юсав ĕçĕсен пахалăхне министр пысăк хак пачĕ

Юсав ĕçĕсен пахалăхне министр пысăк хак пачĕ

Ĕнер пирĕн районта Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Дмитрий Захаров ĕçлĕ çул çÿревпе пулчĕ. Вăл Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕпе Артем Владимировпа пĕрле Вырăскас Пикших шкулĕнче вĕçленсе пыракан тĕплĕ юсав ĕçĕсемпе паллашрĕ.

Хăнасене пĕлÿ çуртĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Михайлов, унăн çумĕ — районти вĕрентÿ управленийĕн ертÿçи Лариса Сергеева, подрядлă организацисен ертÿçисем тата ачасен ашшĕ-амăшĕ кĕтсе илчĕç. Шкул директорĕ Наталия Никитина чи малтан çĕнелнĕ классемпе коридорсем тăрăх экскурси йĕркелерĕ, унтан пурне те «çавра сĕтел» хушшине йыхравларĕ.

Асăннă шкул çуртне федераллă программăпа килĕшÿллĕн юсаççĕ. Çак тĕллевпе Мускавран 108 миллион тенкĕ укçа уйăрнă. Планпа юсав ĕçĕсене килес çулхи пуш уйăхĕнче вĕçлеме палăртнă, подрядчик тăрăшса ĕçлени объекта çитес вăхăтра йышăнма май парĕ. Вăл хăтлăхĕпе хулари хальхи йышши пĕлÿ çурчĕсенчен пĕрре те кая мар.

Çакна Дмитрий Захаров министр та палăртса хăварчĕ. Çитес çул республика бюджечĕн шучĕпе шкул таврашне йĕркене кĕртессине, çак ĕçсем çуллахи тапхăрта иртессине пĕлтерчĕ. Дмитрий Анатольевич юсав ĕçĕсемпе курса паллашнă хыççăн строительсен ĕçне пысăк хак пачĕ, хăвăртлăхпа пахалăх чылай чухне пĕр-пĕрне хирĕçленине, анчах та çакă асăннă объекта пырса тивменнине пĕлтерчĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *