Пятница, 29 марта, 2024
Главная > Публикации > Скальпельпе тата перопа ăста усă курать

Скальпельпе тата перопа ăста усă курать

Канаш ен тăрăхĕ паллă çынсемпе пуян. Вĕсенчен пĕри — медицина наукисен докторĕ Николай Григорьевич Григорьев.

Пирĕн паллă ентеш 1933 çулта Кайăкялĕнче çуралнă. Раштав уйăхĕн 21-мĕшĕнче вăл 89 çул тултарчĕ. Николай Григорьев хирург пулса аллă çула яхăн ырми-канми тăрăшнă: малтан — Тăвайĕнче, каярах — Канаш, Хусан, Шупашкар хулисенчи больницăсенче. Ăста специалист пиншер çынна вилĕмрен çăлса хăварнă.

Шупашкарта Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствинче вунă çул хушши аслă хирург, вун пилĕк çул министр ĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пынă, çирĕм çул Чăваш патшалăх университетĕнче профессор пулса пулас сиплевçĕсене хирург ĕçне алла илме пулăшнă. Çав çулсенче актуаллă чылай темăпа диссертацисем хÿтĕленĕ, унăн наукăри паха ĕçĕсемпе медицинăра анлăн усă кураççĕ. Николай Григорьев «Медицина терминĕсен вырăсла-чăвашла словарĕ» кĕнеке авторĕ те. Словарьте чăваш чĕлхинче халиччен усă курман 400-е яхăн çĕнĕ сăмахпа паллашма пулать.

Николай Григорьевич академик Чăваш АССРĕн Аслă Совечĕн вуннăмĕшпе вун пĕрмĕш созывĕсен (1980-1985, 1986-1990) халăх депутачĕ, 1990-1993 çулсенче Раççей халăх депутачĕ пулнă.

2000 çулта Николай Григорьевич литература хайлавĕсем çырма пуçларĕ. Паянхи кун тĕлне унăн чылай кĕнеки кун çути курчĕ. «Мĕн тери пултаруллă пирĕн ентеш Николай Григорьевич. Чирлĕ çынсене сиплеме те, кĕнекесем çырма та пултарать вăл. Чăваш Енри паллă сиплевçĕсемпе çыравçăсем çинчен епле аван çырса кăтартать тата», — теççĕ унăн кĕнекисене алла тытакансем.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Кайăкялĕнчен çĕршыва хÿтĕлеме 88 çын тухса кайнă. Вĕсенчен 50-шĕ çапăçу хирĕнче пуçне хунă, 38 салтак Çĕнтерÿпе таврăннă. Халĕ пирĕн хушăра пĕр вăрçă ветеранĕ те çук. Вăрçă паттăрĕсене ялан асра тытса Николай Григорьевич тăрăшнипе ялта 2017 çулта Çĕнтерÿ паркĕ уçăлчĕ. Укçа тăкакĕсене Николай Григорьев хăй саплаштарса пычĕ, ялти пĕр шухăшлă çынсем Çĕнтерÿ паркĕнче хăйсен ирĕкĕпе ăмăртмалла ĕçлерĕç. Николай Григорьевичпа пĕрле Тăван çĕршыва хÿтĕленĕ ытти ентешсен ятне асра тытса «Суровая память войны» кĕнеке пичетлесе кăларма пултартăмăр. Унта вăрçă паттăрĕсен биографийĕпе туллин паллашма пулать.

Эпир хамăр ентеше, Чăваш Республикин профессиллĕ писателĕсен тата Раççей писателĕсен Союзĕсен членне, Чăваш халăх тата Раççей тава тивĕçлĕ сиплевçине, Чăваш Республикин Н.Я. Бичурин ячĕллĕ наукăпа техника патшалăх премийĕн лауреатне Николай Григорьевича çуралнă кунĕ ячĕпе пĕтĕм чун-чĕререн саламлатпăр, çирĕп сывлăх, тулли телей тата вăрăм кун-çул сунатпăр.

Юрий НИКИТИН,
общество корреспонденчĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code