Суббота, 20 апреля, 2024
Главная > Публикации > Хутшăну центрĕ уçăлнă

Хутшăну центрĕ уçăлнă

Аслă ÿсĕмри çынсем валли пĕр-пĕринпе хутшăнма центр йĕркелес ыйтупа район администрацийĕнче калаçу пулни çинчен хаçатра çырса пĕлтернĕччĕ. Унтанпа вăхăт чăнах та нумаях иртмерĕ, центр хăйĕн ĕçне пуçăнчĕ те.

Ăна иртнĕ эрнекун савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Вăл Раççей пенси фончĕн уйрăмĕн Канашри клиент службин никĕсĕ çинче йĕркеленнĕ.

Хутшăну центрне уçма Раççей пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн ертÿçи Валерий Николаев, районпа хула администрацийĕсен пуçлăхĕсем Сергей Михайловпа Виталий Михайлов, Канашри территорисем хушшинчи медицина центрĕн тĕп врачĕ Рената Федорова тата вырăнти общество организацийĕсен ертÿçисем хутшăннă. Унта халĕ аслă ÿсĕмри çынсем тĕрлĕ енлĕ аталанма, çĕнĕ технологисене алла илме пултараççĕ. Лекцисемпе тĕллевлĕ калаçусене пенси фончĕн ĕçченĕсем, культура, медицина учрежденийĕсенче, социаллă сферăра тăрăшакансем, общество пĕрлешĕвĕсен хастарĕсем хутшăнĕç.

Центрта компьютер залĕ йĕркеленĕ, пысăках мар библиотека та пур. Туслă йышпа интереслĕ кино пăхма пулать. Специалистсем ватăсене компьютерпа ĕçлеме тата укçа-тенкĕпе тĕрĕс усă курма вĕрентĕç.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *