Четверг, 28 марта, 2024
Главная > Публикации > Пирĕн сумлă юбилярсем

Пирĕн сумлă юбилярсем

Çулталăкăн малтанхи кунĕсем сумлă юбилярсене чысланипе пуçланчĕç. Кăрлач уйăхĕн 6-мĕшĕнче Шăхасан салинче пурăнакан Мария Назарова 95 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çуралнă кунпа ветерана Канашри муниципаллă округăн пуçлăхĕ Сергей Михайлов, Шăхасанти территори пайĕн ертÿçи Владимир Руссков тата вырăнти ветерансен организацийĕн председателĕ Виталий Петров саламларĕç.

Мария Александровна 1928 çулта Псков обла- çĕнчи Великие Луки хулинче çуралнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан вĕсен çемйи эвакуацие лекнĕ. 1943 çулта хĕрупраç ачалăх çулĕ çумне тата виçĕ çул хушса хăйĕн ирĕкĕпе фронта тухса кайнă. Вăл çар почти çÿретнĕ çырусене салтаксем патне вăрçă хирне илсе çитернĕ.

Ĕнер, кăрлачăн 12-мĕшĕнче, Пинер ялĕнче пурăнакан Поликарп Федоров 90 çул тултарчĕ. Вăл Канашри муниципаллă округăн пуçлăхĕн çумĕнчен — ял хуçалăх, экономика тата инвестици ĕçĕсен управленийĕн ертÿçинчен Валерий Черновран ăшă сăмахсене тивĕçрĕ.

Поликарп Федорович пурнăçне стройка ĕçĕпе çыхăнтарнă. Чылай çул канашри «ПМК-400» предприятие ертсе пынă. Палăртнă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пынăшăн «Чăваш Респубикин тава тивĕçлĕ строителĕ» ята илме тивĕçнĕ, социаллă ăмăртусенче пĕрре мар палăрнă.

Мăшăрĕпе виçĕ ача çитĕнтерсе ура çине тăратнă. Аслă ывăлĕ, Вячеслав, энергетик. Вăталăх хĕрĕ, Татьяна, экономика наукисен кандидачĕ, Якутск хулинче пурăнать. Кĕçĕн хĕрĕ, Елена, хулапа районти халăха социаллă хÿтлĕх тивĕçтерекен пай пуçлăхĕн çумĕ пулса тăрăшать.

Кăрлач уйăхĕн 8-мĕшĕнче Кăшнаруй ялĕнче пурăнакан Раиса Константинова та 90-мĕш çуралнă кунне паллă тунă. Вăл ĕмĕр тăршшĕпе ялти фельдшерпа акушер пунктĕнче санитарка пулса ĕçленĕ, колхоз ĕçне те хастар хутшăннă.

Юбилярсене çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал тата çывăх çыннисен ăнланулăхĕпе чун ăшшине сунатпăр.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code