Понедельник, 2 октября, 2023
Главная > Публикации > Çулталăка ăнăçлă вĕçлерĕмĕр

Çулталăка ăнăçлă вĕçлерĕмĕр

Çулталăк вĕçĕнче кăтартусене пĕтĕмлетесси — çирĕп йăлара. Раштав уйăхĕн юлашки кунĕсенче Канашри муниципаллă округăн пуçлăхĕ Сергей Михайлов та журналистсемпе тĕл пулчĕ. Интервьюра вăл муниципалитетăн кун-çулне уçăмлатрĕ, çитĕнÿсем çинче чарăнса тăчĕ, чăрмавлă ыйтусене çĕклерĕ, 2023 çулта пурнăçа кĕртмелли ĕç планне палăртрĕ.

Пĕрлехи калаçу ял хуçалăх отраслĕнче пысăк çитĕнĕве тивĕçнĕ çĕр ĕçченĕсене тав сăмахĕ каланипе пуçланчĕ. Агропромышленность комплексĕ район экономикин тĕп секторĕ шутланать. Хальхи вăхăтра пирĕн тăрăхра ял хуçалăхĕн 19 организацийĕ ĕçлет, вĕсенчен 14-шĕ — тулли мар яваплă пĕрлĕх, 3-шĕ — ял хуçалăхĕн производство кооперативĕ, пĕри колхоз статусне тытса пырать. Çавăн пекех ял хуçалăх потребителĕсен пĕр кооперативĕ чăмăртаннă. Унсăр пуçне районта фермерсем ?пĕтĕмпе 60 хуçалăх/ тата килте уйрăм хушма хуçалăх тытакансем (17782 хуçалăх) кăтартуллă ĕçлесе пыраççĕ.

Ял хуçалăх отраслĕн аталанăвĕ çине патшалăхăн пулăшăвĕ ырă витĕм кÿрет. Кунта регионта пăхса хăварнă «Чăваш Республикин ял хуçалăх отрасльне аталантарасси, ял хуçалăх продукцийĕн рынокне йĕркелесе пырасси» тĕллевлĕ патшалăх программине уйрăммăн палăртса хăварас килет.

Кăрлач-авăн уйăхĕсенче районти мĕнпур категорири хуçалăхра 2766,0 миллион тенкĕлĕх ял хуçалăх продукцийĕ туса илнĕ. Продукцин производство индексĕ 118,4 процентпа танлашнă. Малтанлăха палăртнă кăтартусем тăрăх, ял хуçалăх организацийĕ- сем 2022 çулта — 3766,0 тонна сĕт, 232,9 тонна аш-какай туса илнĕ.

Çулталăк хушшинче 36633263,75 тенкĕлĕх 72 инвестици проекчĕ пурнăçа кĕртнĕ.

2022 çулта автомашина çулĕсен 25 лаптăкне юсанă, ачасене вылямалли тата спортпа туслашмалли 11 лапам йĕркеленĕ, пушар хăрушсăрлăхĕн шыв çинчи 9 объектне хута янă, урамри 9 тарасана юсанă, ялсенче ятарласа палăртнă 18 вырăна йĕркене кĕртнĕ.

2023 çулта ĕçе кĕртмелли 49 проекта Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствине тăрат-нă, вĕсен пĕтĕмĕшле укçа сумми 42253954,24 тенкĕпе танлашнă.

2022 çулта «Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн пĕрремĕш звенона çĕнетесси» патшалăхăн тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн Шăхасанта районти тĕп больницăн çĕнĕ поликлиникине хăпартма пуçланă. Ăна 2024 çул вĕçĕнче хута яма палăртаççĕ.

«Паян районта пурăнакан кашни иккĕмĕш çын патшалăхăн социаллă пулăшăвĕпе усă курать, — палăртрĕ Сергей Михайлов. — 2022 çулта 9 çамрăк çемье çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма пултарчĕ, 11 тăлăх ачана хваттерпе тивĕçтернĕ. Нумай ачаллă 7 çемьене тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕсем уйăрса панă, вĕсем унта çурт хăпартма тата хушма хуçалăх тытса пыма пултарĕç».

Районти 14 ача садне тата шкул çулне çитменнисем валли йĕркеленĕ 21 ушкăна 930 ача çÿрет.

28 шкулта 2874 ача пĕлÿ пухать (иртнĕ вĕренÿ çулĕнче районти шкулсенче 2981 ача вĕреннĕ). Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче пуçласа парта хушшине 239 вĕренекен ларнă. Районти пур ача та шкулта пĕрремĕш сменăра вĕренет.

«Шкулсенче профильлĕ классем ĕçлени уйрăмах савăнтарать. Шуркасси тата Ăвăспÿрт Кипеч шкулĕсенче, сăмахран, агроклассем ачасене çĕр ĕçне юратма вĕрентеççĕ. Шăхасан шкулĕнче ятарлă класра медицина вăрттăнлăхне алла илеççĕ. Вăтакас Татмăш шкулĕнче пулас педагогсене хатĕрлеççĕ. Янкăлч, Вăтакас Татмăш тата Ухман шкулĕсенче кадет юхăмне ăнăçлă тытса пыраççĕ», — терĕ Сергей Николаевич.

2022 çулта «Шкулсенчи пĕлÿ системине çĕнетесси» федераллă программăпа килĕшÿллĕн Чакаç шкулне тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. Кĕçех çак асăннă программăпах юсанă Вырăскас Пикших шкулне уçĕç. «Кашни ачан çитĕнĕвĕ» федераллă программа Ачча шкулĕн спортзалне хăтлăлатма май панă. Республика шучĕпе Шуркасси шкулĕн таврашĕнчи лаптăка йĕркене кĕртнĕ. 2023 çулхи кăрлач уйă- хĕнче районти çичĕ шкула тĕпрен юсама тытăнĕç.

«2022 çул чылай пулăмпа палăрса юлчĕ. Канаш районĕ йĕрке-леннĕренпе 95 çул çитнине паллă турăмăр. Вăл муниципаллă округа куçни те çав тапхăр çинех лекрĕ. Украинăра иртекен ятарлă çар операцийĕ пире пурне те пĕр йыша чăмăртарĕ. Волонтерсем, районта пурăнакан çынсем айккинче юлманни, мобилизациленĕ салтаксене пур енлĕн пулăшма тăрăшни, эпир пурте пĕр шухăшлă пулнине кăтартса пачĕ. Çак пĕрлĕхе малашне те çирĕп тытса пырар», — каларĕ Сергей Николаевич.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code