Пятница, 29 марта, 2024
Главная > Публикации > Пуçарусем пĕр йыша тата та ытларах пĕрлештерĕç

Пуçарусем пĕр йыша тата та ытларах пĕрлештерĕç

2023 çул вăя кĕчĕ. Унпа пĕрле çынсем çĕннине, йывăррине тата пĕлтерĕшлине туйса илчĕç. Çĕршыв хăйĕн суверенитетне çапăçу хирĕнче татса пани пирĕн çине пĕлтерĕшлĕ витĕм кÿрет. Чăваш Енри хĕрарăмсен канашĕн представителĕсем халăха чăн-чăн пĕрлĕх кирлине лайăх ăнланаççĕ.

Чăваш Енри хĕрарăмсен юхăмĕ граждан обществин пĕлтерĕшлĕ элеменчĕ шутланать. Организаци умри тĕллевсене палăртса республикăри тĕрлĕ ÿсĕмри тата тĕрлĕ профессире тăрăшакан çынсене пĕрлештерме пулăшакан пуçарусене çул парса пырать. Кăçал хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕ çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парассине, Телейлĕ ачалăх çулталăкне тата Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене тума хутшăннă паттăрсен ятне асра тытассине халалланă тĕп енсене тытса пырĕ.

Иртнĕ çулта пĕрлешĕвĕн хастарĕсем «Пĕлтерĕшлĕ калаçу» проекта хутшăнчĕç. Общество юхăмĕн лидерĕсем республика шкулĕсенче класс сехечĕсен циклне йĕркелесе ирттерĕç. Ятарлă çар операцине хутшăннă салтаксемпе йĕркеленĕ Паттăрлăх урокĕ-сем пĕлтерĕшĕпе уйрăмах витĕмлĕ пулчĕç. Çак ĕç кăçал та малалла пырĕ, ачасем çапăçу хирĕнчи тĕрĕслĕхе çĕршыв хÿтĕлевçисенчен илтнин пĕлтерĕшĕ пысăк.

Кăçалхи çула Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Телейлĕ ачалăх çулталăкĕ тесе йышăннă, вăл тĕллевлĕ мероприятисемпе пуян пуласса шанатпăр. Ачасен телейĕ — хĕрарăмсен аллинче, çавăнпа канашăн хастарĕсем яланах юнашар пулĕç.

«Эпĕ — хĕрарăм» конкурс яланхиллех çÿллĕ шайра иртĕ. Кăçалхипе ăна виççĕмĕш хут йĕркелĕç. 2022 çулта унта 500-е яхăн хĕрарăм хутшăнчĕ. Халăх сасăлавĕ валли 415 ролик тăратнă, вĕсене 38 пине яхăн çын хакланă. Çавăн пекех «Хĕрарăма чыслатпăр» фестиваль иккĕмĕш хут иртĕ. Пĕлтĕр вăл пуçласа иртнĕ, Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенчи ултă предприятине пултарулăх ушкăнĕсене пуçтарнă.

Хĕрарăмсен общество юхăмĕ хăйĕн ĕçне çамрăк çемьесене явăçтарассине те хастар тытса пырĕ. «Пурнăçшăн» проектпа килĕшÿллĕн Сывлăх сыхлав министерствин специалисчĕсене мероприятисене йыхравлĕ, вĕсем сывă пурнăç йĕркине пропагандăлассине тĕпе хурĕç. Йăлана кĕнĕ культура мероприятийĕсене хутшăнассине те айккинче хăвармĕç.

Организаци хĕрарăм предпринимательсене палăртассине, ялта ĕçлесе пурăнакан хĕрарăмсен сумĕпе хисепне ÿстерессине пусăм тăвĕ.

Канашри муниципаллă округăн хĕрарăмсен канашĕ пуш уйăхĕнче пултаруллă хĕрсене палăртас тĕллевпе «Канаш ен пики» конкурс йĕркелесе ирттерĕ. Çу уйăхĕнче çамрăк тата аслă ÿсĕмри çемьесене литературăпа музыка тĕпелĕнче пуçтарĕ. Чÿк уйăхĕнче Шăхасанти культура çуртĕнче чăваш тĕррин ăстисем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарĕç. Аннесене халалланă кун та чÿк уйăхĕнче иртĕ, вĕсене Шăхасанти тĕп библиотекăра чыслĕç.

Кăçалхи çул мероприятисемпе пуян пулĕ. Вырăнти хĕрарăмсен канашĕсен хастарĕсен пуçарăвĕсем çынсемшĕн усăллă тата кăсăклă пуласса шанатпăр.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code