Пятница, 19 апреля, 2024
Главная > Публикации > Ачча территорийĕн пайĕ

Ачча территорийĕн пайĕ

Хисеплĕ ят парса чысланă

Иртнĕ çулхи ĕçпе юрă тата спорт уявĕ «Акатуй» паллă пулăмсемпе асра юлчĕ. Ăна район 95 çул тултарнине, Раççейри Çĕршыв халăхĕсен культура еткерлĕхне тата республикăри Паллă çынсен çулталăкне халалланăччĕ. Уявăн официаллă пайĕнче сцена çине Ачча ялĕнче пурăнакан Владимир Мясников та хăпарчĕ, ăна Канаш ен тăрăхĕн аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн «Канаш районĕн хисеплĕ çынни» сумлă ят парса чысларĕç. Владимир Дмитриевич тăхăр теçетке урлă каçнине пăхмасăр районăн обществăлла ĕç-хĕлне халĕ те хастар хутшăнать.

Паттăр ятне асăнса бюст вырнаçтарнă
Ачча ялĕнче Совет Союзĕн Геройĕ Антон Петрович Петров çуралнăранпа 120 çул çитнĕ тĕле бюст уçнă.
Антон Петрович — инженери çарĕсен генерал-майорĕ, вăл граждан, фин тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçисене хутшăннă. Ун ячĕпе ялти шкул хисепленет.
Антон Петровичпа аччасем кăна мар, Канаш тата Чăваш Ен çыннисем те мăнаçланаççĕ. Вăл кашниншĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче. Совет Союзĕн Геройĕн Антон Петровăн кун-çулĕпе паттăрлăхне документаллă фильм ÿкерсе сăвапланă.

Пушар хăрушсăрлăхне пысăк тимлĕх уйăрнă
Ял территорийĕнчи кÿлĕ-пĕвене тарăнлатнă, çĕр айне шыв пичкисем чавса вырнаçтарнă, пушар машини валли пирс ăсталанă.
Пушар хăрушсăрлăхне ялсенче мĕн ĕлĕкрен пысăк тимлĕх уйăрнă. Ара, камăн та пулин хуçалăхĕнче инкек тухас пулсан çынсем кассипех çунса кайни пĕрре мар пулнă. Çавăнпа вут-кăвара хирĕç кĕрешмелли йĕркене кашни ялта тенĕ пекех çирĕп пăхăннă, çырмасене пĕвелесе шыв управĕсем тунă, унта пымалли çулсене хĕлĕн-çăвĕн йĕркере тытса тăнă, дежурство йĕркеленĕ тата ытти те.
Ачча тăрăхĕнчи ялсене пушар хăрушсăрлăхĕпе вырăнти депо тивĕçтерсе тăрать. Унта икĕ автомашина, пушар хуралĕн ĕçченĕсем сменăпа дежурство тăраççĕ. Вĕсем пысăках мар инкеке хăйсен вăйĕпе сиреççĕ, пушар вăйлах алхасса тухас пулсассăн хуларан хăватлă техника килсе çитиччен ăна «чарса» тăраççĕ, кун пек чухне кашни минут хаклă.
Пушар машинин пичкинчи шыв вĕçĕ-хĕррисĕр маррине кирек кам та ăнланать, вăл чи хĕрÿ тапхăрта пĕтсе ларни, унпа кĕске вăхăтра тивĕçтерме май килменни инкеке çĕнĕрен вăй илме май парать. Çавăнпа ялсенче пушар машини шыв тултарма пултаракан ятарлă вырăнсем пурри пĕлтерĕшлĕ.
Ачча ял тăрăхĕнче ку енĕпе пĕлтĕр пысăк ĕç туса ирттернĕ. Вырăнти пуçару программине хутшăнса Ачча тата Кушăк ялĕсенче çĕр айне пысăк шыв пичкисем чавса вырнаçтарнă, Йăлмачча тата Катек ялĕсенче пĕвесене тарăнлатнă, Çĕнĕ Аччара пушар машинине шыв пырса тултарма меллĕ пултăр тесе ятарлă пирс йĕркеленĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *