Четверг, 18 апреля, 2024
Главная > Публикации > Педагогика ĕçĕн ветеранĕ 95 çул тултарчĕ

Педагогика ĕçĕн ветеранĕ 95 çул тултарчĕ

Çак кунсенче Малтикас ялĕнче пурăнакан педагогика ĕçĕн ветеранĕ, Çеçпĕл ялĕн Хисеплĕ гражданинĕ Анатолий Орлов хăйĕн 95 çулхи юбилейне паллă турĕ.

Сумлă юбилейпа Анатолий Григорьевича ял старости Петр Иванович Сергеев, вырăнти ветерансен канашĕн ертÿçи Нина Афанасьевна Андреева тата Çеçпĕлти библиотека заведующийĕ Галина Ивановна Шадрова килне пырса саламларĕç.

Чи малтанах хăнасем юбиляра Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн саламлă Çырăвĕпе паллаштарнă, Канашри муниципаллă округăн пуçлăхĕн Тав çырăвне, Канаш тăрăхĕнчи ветерансен канашĕн Президиумĕн Тав çырăвне тата асăнмалăх парне панă. Вĕсем вăрçă ветеранне çирĕп сывлăх, телей, çемье ăшши тата канлĕ ватлăх суннă.

Анатолий Григорьевич 1928 çулта Канаш районĕнчи Малтикас ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ĕмĕр тăршшĕпех шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ, районти ытти шкулсенче те ачасене пĕлÿ панă. Ушанар ялĕнчи шкула директор пулса 5 çул ертсе пынă, Унтан ăна Çеçпĕлти 8 класлă шкула ертсе пыма шаннă, каярах пултаруллă педагог вăтам шкул директорĕн çумĕ пулса 28 çул тăрăшнă.

Ачалăх çулĕсенче пурнăç тем пек йывăр пулнă пулсан та Анатолий аслă пĕлÿ илме тăрăшнă. Ĕçленĕ хушăрах И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен (халĕ университет) вĕренсе тухнă (1958 çулта педагог дипломне алла илнĕ).

Тивĕçлĕ канăва тухсан та алă усса ларман, обществăлла ĕçе хастар хутшăннă. Ял тăрăхĕнче ветерансен канашĕн ертÿçи пулса та нумай çул тăрăшнă.

Мăшăрĕпе 5 хĕр пăхса çитĕн-тернĕ. Вĕсене тĕрĕс воспитани парса пурне те аслă пĕлÿ илме пулăшнă. Хисеплĕ ватăн савăнмалăх 6 мăнук тата кĕçĕн 7 мăнук çитĕнет.

Мăшăрĕ Ольга Алексеевна Комсомольски районĕнчи Мăнтăр ялĕнчен. Çеçпĕл шкулĕнче математика предметне ертсе пынă, «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Шел пулин те, 70 çултах, чире пула пурнăçран уйрăлса кайнă. Килĕшÿллĕ мăшăр нумай çул хушши Çеçпĕлти культура çурчĕ çумĕнчи «Кăвар чĕре» фольклор ушкăнне çÿренĕ. Ентешĕмĕр Çеçпĕл Мишши пурăннă вырăнсенче, Украина çĕрĕ çинче икĕ хутчен те пулса курнă, фольклор ушкăнĕпе чăваш туйне кăтартса панă.

Хальхи вăхăтра пĕчченех пурăнать пулин те ватă çын аптрамасть. Çулла пахчара тăрмашать, вĕлле хурчĕ те ĕрчетет. Юлашки çулсенче, паллах, ку ĕçре ăна çывăх çыннисем пулăшаççĕ. Хăнана пыракан çынсене пылпа чей ĕçтерсе ярать вăл, хăйне манманшăн савăнать. Хĕлле хушăран Шупашкар хулине ачисем патне кайса килет.

Çулĕсене пăхмасăр хăйне яланхиллех аван туять. Ялти хыпарсемпе интересленет, вулама юратать, хаçат-журнал нумай çырăнса илет.

Эпир пынă чухне килĕнче хĕрĕ Татьяна пурччĕ. Хăйĕн çăмăл мар кун-çулĕ çинчен аса илме савăнăçлах мар пулин те пире кил хуçи каласа пама хирĕç пулмарĕ.

_ Эпир çемьере улттăн пурăннă. Атте – Григорий Михайлович Орлов, анне – Мария Петровна Петрова, аслă аппа Анна, эпĕ, Гликерипе Татьяна йăмăксем. Пурнăç условийĕ йывăрччĕ, апла пулсан та 7 класс пĕтерсен (1942 çулта) Канашри педагогика училищине вĕренме кĕтĕм. Вăрçă нушине эпĕ тылра тÿссе ирттертĕм. 2-мĕш курс хыççăн Юмансар вăрманне йывăç касма кайрăмăр. Кашни студентăн план пулнă, 1 кубла метр вутă касмалла. Йывăçа ал пăчкипе татнă, çав тери ывăннă, анчах плана тултарнă. 1941 çулхи кĕркунне хĕл питĕ сивĕ килчĕ, термометр юпи 40-45 градуса таран анатчĕ. Фашистсем Мускав хулине илсен кунталла килесрен шикленсе (Шупашкар, Хусан, Чулхула, Ульяновск хулисене илме пултарать тесе) хÿтĕлев чиккисем тумалли хушу тухнă. Ăна колхоз правленине çитернĕ, унпа килĕшÿллĕн 17 çултан аслăрах çынсене окоп чавнă çĕре ямалла пулнă. Манăн анне те окоп чавнă çĕрте уйăха яхăн ĕçленĕ. Пĕр уйăхран ачасем пур тесе киле янă. Çав тери нушаланса ĕçленине каласа паратчĕ вăл пире, — пылпа чей ĕçнĕ май сăмахлать хисеплĕ ватă. — «Чăтма çук сивĕччĕ, алă шăнса кÿтетчĕ. Тăпра шăннă пирки ăна ывăçăн мар, кашăкăн кăна хăйпăтма пулатчĕ. Урара — çăпата, вĕсем те хăвăрт çĕтĕлетчĕç. Çĕр каçма ялти çынсем патне каяттăмăр, урайĕнче çывăраттăмăр. Çанталăк сивĕ тăнăран пÿрчĕсенче ăшах марччĕ, вĕсене хутса ăшăтма вутти çитместчĕ», — тетчĕ анне.

Педучилищĕрен вĕренсе тухсан Анатолий Григорьевич шкулта ĕçлеме пуçланă. Пĕрремĕш ĕç укçине амăшне панă. Çывăх çынни турăш умне тăрса кĕл тунă. Тепĕр 6 уйăхран йĕкĕте салтака илсе кайнă, амăшĕ ăна хĕрес парса янă. Çар служби Эстонире иртнĕ, вăл артиллери разведчикĕ пулнă. Салтаксене вăрçă хыççăн юлнă минăсене тасатма уя илсе кайнă. 48 салтак- ран каялла 31-шĕ çеç таврăннă. «Анне турăран ыйтни пулăшрĕ пулĕ», — тет Анатолий Орлов. Нумай çул иртсен ăна «Çапăçу хирĕн ветеранĕ» ят панă.

Вăрăм кун-çул вăрттăнлăхĕ мĕнре-ши тесе ыйтсан юбиляр çапларах хуравларĕ: «Мăшăрпа килĕштерсе пурăнни, ачасем лайăх çын пулса çитĕнни тата ватлăх кунĕнче пăрахманни, çавăн пекех сывă пурнăç йĕркине тытса пыни».

Анатолий Григорьевичăн кăкăр тулли награда, вĕсен шутĕнче: «Халăха çутта кăларас ĕç отличникĕ» паллă, «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче ырми-канми ĕçленĕшĕн» медаль тата ытти. Çавăн пекех «Ĕç ветеранĕ» тата «Çеçпĕл ялĕн Хисеплĕ гражданинĕ» хисеплĕ ятсем те пур.

Галина ШАДРОВА, Çеçпĕлти библиотека заведующийĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *