Четверг, 25 апреля, 2024
Главная > Публикации > Черетлĕ гуманитари пулăшăвĕ ăсатнă

Черетлĕ гуманитари пулăшăвĕ ăсатнă

Ятарлă çар операцийĕ пыракан вырăна Чăваш Енрен черетлĕ гуманитари пулăшăвĕ ăсатнă. Çĕнтерĕве çывхартма пулăшас текенсем çул çук çĕрте чăрмавсăр кайма пултаракан тăхăр автомашина, вĕсен çумне саппас пайĕсем, тимĕр кăмакасемпе мунча комплексĕсем, техника хатĕрĕсемпе медикаментсем тата апат-çимĕç пуçтарса панă.

Гуманитари пулăшăвĕн колоннине Канаш хулинчен ăсатса янă май Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев çапла пĕлтернĕ: «Çакă пирĕн пĕрлĕхе, Украинăн унчченхи çĕрĕсем çинче ятарлă çар операцийĕпе килĕшÿллĕн çар задачисем пурнăçлакан ентешсене пулăшма хатĕр пулнине тепĕр хутчен кăтартса пачĕ. Эпир хывакан тÿпе салтаксен пурлăхпа техника базине пуянлатни çеç мар, вĕсене яланах асра тытнине тата хавхалантарса тăнине тÿрремĕн уçăмлатать. Çак пĕлтерĕшлĕ тата пархатарлă ĕçе эпир пĕрре те чарса лартман, мĕн Çĕнтерÿ тăвиччен пурте пĕрле пулăпăр».

Çакнашкал пулăшу колонни вăл кун Патăрьелĕнчи муниципаллă округран та кайнă. Олег Николаев унти хастарсемпе телемост мелĕпе çыхăннă.

Регион ертÿçи пĕлтернĕ тăрăх, çулталăк пуçланнăранпа ятарлă çар операцийĕ пыракан вырăна Чăваш Енрен 24 автомашина кайĕ. Кăрлач уйăхĕн 25-26-мĕшĕсенче Красноармейски тата Вăрмар округĕсенчен ултă УАЗ ăсатнă. Эрнекунхи конвой йышĕнче çул çук çĕрте чăрмавсăр кайма пултаракан тăхăр автомашина, çав шутра сакăр УАЗ (буханка) тата пĕр Нива пулнă. Вĕсене Канаш, Патăрьел, Вăрнар тата Тăвай округĕнче пурăнакансем хатĕрленĕ. Çитес вăхăтра Улатăр тăрăхĕнчен виçĕ УАЗ, икĕ УАЗ Шупашкар хулинчен, тепĕр тăватă машина Канашри муниципаллă округран, Канаш хулинчен тата Çĕрпÿ тăрăхĕнчен çула тухĕç.

Олег Николаев çакнашкал автомашинăсене иккĕмĕш пурнăç парнелекен хастарсене тав тунă. «Списать тума тăратнă васкавлă пулăшу тата ытти служба автомашинисене ăстасене пама, вĕсем хатĕрленĕ хыççăн техникăна салтаксем патне ăсатма хушу хатĕрлерĕм», — тенĕ вăл.

Олег Алексеевич Чăваш Енре пурăнакан пуçаруллă кашни ентеше Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнăшăш тав сăмахĕ каланă: «Пĕрлехи пысăк ĕçе тума хутшăннă çынсем хушшинче çыхакан та, çурта ăсталакан та… пур. Çакă сирĕнпе хамăр ентешсене кирлĕ япалапа тивĕçтерни кăна мар, вĕсемпе пĕрле ума лартнă тĕллевсене туллин пурнăçласа мирлĕ пурнăç тапхăрĕ патне ăнтăлнине те. Çĕнтерÿ пирĕн енче пулĕ, ăна çывхартассишĕн эпир сирĕнпе йăлтах тăвăпăр».

Çав кун гуманитари пулăшăвĕ пуçтарса хатĕрлес ĕçре уйрăмах палăрнă хастарсене Чăваш Ен Пуçлăхĕн Тав çырăвĕсем парса чысланă.

Кĕске справка
Ятарлă çар операцийĕ пынă тапхăрта Чăваш Республикин Правительстви регионта пурăнакансемпе пĕрле 515 тонна гуманитари пулăшăвĕ ăсатнă. Вĕсенчен 410 тонни — апат-çимĕç, 3 тонни — медикаментсем, 75 тонна — вăрлăх, спорт инвентарĕн 287 комплекчĕ.
Чăваш Ен Правительствин хушăвĕпе республикăри ГКЧС мобилизациленĕ салтаксем валли 97 миллион тенкĕлĕх экипировкăпа амуници туяннă: мобильлĕ телефон, çывăрмалли михĕсем, балаклава, атă, аптечка тата ытти те.
Республикăри районсем муниципаллă пĕрлешĕвĕн канашĕсемпе пĕрле тăватă миллион тенкĕлĕх бензинпа ĕçлекен пăчкăсем, витресем, газ горелкисем, баллонсем, походра усă куракан газ плитисем, канистрăсем, кувалдăсем, лумсем, кĕреçесем, çыхăну кабелĕ туртма пулăшакан мотоблоксем, пуртăсем туяннă.
Уйрăм ыр кăмăллăх фончĕсемпе пĕрлешÿсем мобилизациленĕ салтаксем валли 26 миллион тенкĕлĕх тĕрлĕ хатĕр туяннă. Бизнес та айккинче юлман, апат-çимĕç, ĕçмелли шыв, портативлă рацисем, электрогенераторсем, палаткăсем тата кирлĕ хатĕр туянса панă.
«ПĔРЛЕ» фонд пуçтарнă укçапа 30 миллион тенкĕлĕх пысăк технологиллĕ хатĕрсем туяннă. Квадрокоптерсем, тепловизорсем (прицелсемпе монокулярсем), çĕрле курма пулăшакан приборсем, навигаторсем, аккумуляторсемпе заряд хатĕрĕсем, спутник урлă интернета тухмалли комплектсем, тимĕр шырамалли хатĕрсем, УАЗ автомашинăсем.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *