Четверг, 25 апреля, 2024
Главная > Публикации > Йĕлтĕр йĕрĕ старта йыхравларĕ

Йĕлтĕр йĕрĕ старта йыхравларĕ

Канашри муниципаллă округ «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» çине тăрас текенсен туслă йышне А.Г. Николаев ячĕллĕ «Космонавт» лагере йыхравланă.

Ăмăртусем çавăн пекех ял территорийĕсенче те иртнĕ. Вырсарникун Канаш тăрăхĕнчен пĕтĕмпе 2500 ытла йĕлтĕрçĕ старта тухнă.

«Паян Канашри муниципаллă округ Чăваш Республикинче «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ — 2023» ăмăртăвăн эстафетине пĕрремĕш уçать. Кашнине хавас кăмăл, çирĕп вăй-хал тата лайăх кăтартусем тума ăнăçу сунатăп, — палăртнă Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕн çумĕ Юрий Арлашкин.

Спорт уявĕпе йĕлтĕрçĕсене Канашри муниципаллă округ пуçлăхĕ Сергей Михайлов та саламланă. «Уçă сывлăшра йĕркелекен спорт мероприятийĕсене хутшăнни сывлăха çирĕплетме пулăшать, ума лартнă тĕллевсене пурнăçлама çĕнĕ вăй-хал парать. Сире пурне те çăмăл старт тата илемлĕ çĕнтерÿ сунатăп», — тенĕ вăл.

Ăмăрту яланхиллех VIP-чупупа уçăлнă. Çак ушкăнта Канашри муниципаллă округ депутачĕсен пухăвĕн председателĕ Сергей Шерне, Канашри муниципаллă округ пуçлăхĕ Сергей Михайлов тата администрацин службăсемпе ведомствăсен ертÿçисем ăмăртнă.

Унтан спортсменсем старта ăмăрту положенийĕпе килĕшÿллĕн тухса пынă. Йĕлтĕр йĕрĕ çинче хăйсен вăйне спорт ветеранĕсем, ял территорийĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсем, шкул ачисемпе йĕлтĕр спортне кăмăллакан арçынсемпе хĕрарăмсем тĕрĕслесе пăхнă. Кашни ушкăн ятарласа палăртнă дистанцие парăнтарнă. Çĕнтерÿçĕсене диплом тата медаль парса чысланă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *