Четверг, 25 апреля, 2024
Главная > Публикации > Пуян ассортимент куçа илĕртет

Пуян ассортимент куçа илĕртет

Ытларикун Шăхасанти микрорайонта капиталлă юсав хыççăн лавкка уçăлчĕ. Çакна салара пурăнакансемпе унăн хăнисем чылайранпа кĕтнĕ. Суту-илÿ çурчĕнче туянакансене таварăн пуян ассортименчĕ- пе тивĕçтереççĕ, çÿлĕксем çине продукцин ултă пин ытла тĕсне вырнаçтарнă.

Ял-йыш савăнăçне палăртнă кун Чăваш Республикин потребительсен обществин союзĕн председателĕ Валерий Павлов, Канашри райпо канашĕн председателĕ Валентина Козлова, Канашри муниципаллă округ пуçлăхĕ Сергей Михайлов, Шăхасанти территори пайĕн ертÿçи Дмитрий Руссков тата ыттисем пайларĕç.

«Юсав ĕçĕсене 200 тăваткал метр çинче туса ирттернĕ. Çак тĕллевпе 5 миллион ытла тенкĕ укçа хывнă. Лавккара тă-ватă çын тăрăшать, — пĕлтерчĕ Валентина Козлова. — Канашри райпо потребительсен обществинче 93 çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçлесе пырать, вăл тавар туянакансемпе пайщиксен хисепĕпе шанăçне тÿрре кăларать».

Муниципалитет пуçлăхĕ Сергей Михайлов хăйĕн салам сăмахĕнче Канашри муниципаллă округра суту-илÿ тăвас енĕпе 155 çурт ĕçленине, вĕсенчен 55-шĕ райпо лавккисем пулнине асăнса хăварчĕ. Çĕнелнĕ лавкка çынсене паха, вырăнта туса кăларнă таварпа туллин тивĕçтерессе шаннине палăртрĕ.

«Микрорайонти лавкка çулсерен пĕр миллион ытла тенкĕ тупăш кÿнĕ. Юсав хыççăн çак кăтарту тата та ÿсессе кĕтетпĕр», — тет лавкка заведующийĕ Татьяна Васильева.

Лавккара пуçласа тавар туянакансем валли лоторея та выляттарчĕç. Пушă алăпа никама та килĕсене ямарĕç.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *