Пятница, 29 марта, 2024
Главная > Публикации > Пурнăç лайăх енне улшăнасса шанатăп

Пурнăç лайăх енне улшăнасса шанатăп

Эпĕ Шуркасси салинче çуралнă, унтах манăн ачалăх çулĕсем иртнĕ. Шкултан вĕренсе тухсан хулана вĕренме кайрăм. Професси пĕлĕвĕ илсен Атăл юхан шыв флотĕнче пассажирсене турттаракан теплоход çинче ĕçлерĕм. Малалла вĕренсе дипломлă пултăм. Шупашкар ГЭСне тунă çĕре хутшăнтăм. Кайран салтака кайма ят тухрĕ. Хĕсметрен таврăнсан ялта тĕплентĕм, çемье çавăртăм. «Сормовский» хуçалăхра ĕç хăрушсăрлăхне сăнакан техник-инженер пулса тăрăшрăм. Шаннă ĕçе пуçăниччен Мускав облаçĕнче ятарлă курс тухса килтĕм.

Колхоз-совхоз саланма тытăнсан эпĕ те ĕçсĕр тăрса юлнă ытти арçынсемпе пĕрле Мускав хулине çÿреме тытăнтăм. Тĕп хулара мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех ĕçлерĕм.

«Сормовский» совхоз хăй вăхăтĕнче тăхăр яла пĕрлештерсе тăратчĕ, çынсем валли ĕç пурччĕ. Хуçалăхра «симĕс ылтăн» çитĕнтеретчĕç, тыр-пул туса илетчĕç, выльăх-чĕрлĕх ĕрчететчĕç. Çамрăксенчен чылайăшĕ шкул хыççăн яла ĕçлеме юлатчĕ. Арçын ачасем шкултан тракторист пулса тухатчĕç, удостоверенине вĕсене аттестатпа пĕрле паратчĕç. Совхозра 600-е яхăн çын вăй хуратчĕ. Фермăсем кĕрлесе кăна тăратчĕç, унта ĕне, вăкăр, сурăх, сысна усратчĕç. Сурăмра пăру тата лаша нумайччĕ.

Мехпарк пуян та пысăкчĕ. Çамрăк специалистсем институт тата техникум хыççăн çулсерен ĕçе килсе вырнаçатчĕç. Чылайăшĕ çемье çавăрса ялтах тĕпленетчĕ. Хуçалăх çамрăксене пурăнмалли кĕ- теспе тивĕçтеретчĕ…

Пăтрашуллă самана тап-хăрĕнче халăх пухнă пурлăха тем самантра салатса пĕтерчĕç. Халĕ иртнине аса илсе ассăн сывламалли çеç юлать.

Шуркассинче ачасене вăтам пĕлÿ паракан шкул пур. Ĕлĕкрех унта çулсерен тенĕ пекех çамрăк вĕрентекенсем ĕçлеме килетчĕç. Пирĕн вăхăтра аслăраххисем шкулта икшер класс вĕренетчĕç. Шкула сакăр ялтан виç çĕр ытла ача çÿретчĕ. Шкул паянхи кун та ĕçлет. Чаплă спорт- зал пур. Виçĕ çул каялла пĕлÿ çуртне юсаса çĕнетрĕç. Хуларинчен нимпе те кая мар вăл: çутă, ăшă, хăтлă. Ачасене вĕри апатпа тивĕçтереççĕ. Шкула чылай çул хушши тăрăшуллă педагог Ганна Геннадьевна Петрова ертсе пырать. Паянхи кун шкулта çĕр ытла ача вĕренет, вĕсене таврари вунă ялтан икĕ шкул автобусĕ турттарать. Ача шучĕ чакни пирĕн енче кăна мар, ытти чылай ялта та палăрать.

Ялта фельдшерпа-акушер пункчĕ çынсен сывлăхне пăхса тĕрĕслесе тăрать. Виçĕ лавкка пур, унта мĕн кирлине яланах туянма пулать. Юнашар ялсенче пурăнакансем те тавар туянма кунта çÿ-реççĕ. Вулавăшпа культура çурчĕ ĕçлеççĕ. Ял халăхне уявсенче «Аслут» пултарулăх ушкăнĕ илемлĕ те çепĕç юрă-кĕвĕпе савăнтарать. Людмила Васильевна Филиппова тăрăшнипе ялта чылай мероприяти иртет, вăл мана та уявсенче хам çырнă сăвăсене вулама чĕнет. ?Авторăн тарăн шухăшлă икĕ сăввипе хаçат тусĕсене те паллаштаратпăр/ ред.

Çамрăксем валли ялта ĕç çукки вĕсене хула енне туртăнма хистет. Хăшĕсем çак сăлтава пула ялтан хулана ĕçе çÿреççĕ, теприсем çемйипех куçса каяççĕ. Пушанса юлнă кил-çуртне вĕсем канмалли кунсенче килсе пăхса каяççĕ-ха, е çулла дача вырăнне тытса тăраççĕ. Çавна май хĕллехи вăхăтра урам хушшинче çын утнине сайра хутра çеç асăрхама пулать. Ватăсем килĕсенчен час-час тухса çÿреймеççĕ вĕт.

Шуркасси салинче асфальт çул сарнă. Ăна çул-йĕр ĕçченĕсем вăхăтра тасатса тăраççĕ. Яла Канашран микроавтобус çÿрет, куншăн эпир пурте хĕпĕртетпĕр. Чăн та, ялта пурăнма пĕтĕм услови туса панă, анчах ĕç вырăнĕ çукки çамрăксене вырăнта тытăнса тăма памасть.

Ялти вăтам шкул йывăр шухăшсене сирме пулăшать. Тăхтав вăхăтĕнче ачасен савăк, уçă, çинçе сассисем ял çийĕн кайнине илтсен чун савăнать, кăмăл çĕкленет. Пурнăç лайăх енне улшăнасса шанас тата ĕненес килет.

Николай АГАКОВ, Шуркасси сали

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code