Пятница, 29 марта, 2024
Главная > Публикации > Пĕрлехи информаци кунĕсем çĕнĕ форматпа таврăнчĕç

Пĕрлехи информаци кунĕсем çĕнĕ форматпа таврăнчĕç

Пирĕн республикăра пĕрлехи информаци кунĕсене 2007 çултанпа ирттереççĕ. Çак тĕлпулусене ял халăхне патшалăхăн влаç органĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарас, муниципалитетсенчи лару-тăрăва вырăна тухса хаклас тата çынсене кăсăклантаракан ыйтусене шута илсе çийĕнчех татса парас тĕллевпе йĕркеленĕ.

2020 çулта коронавирус инфекцийĕ сарăлас хăрушлăх пысăк пулнипе халăх йышлă пуçтарăнакан мероприятисене ирттерессине вăхăтлăх чарма йышăну тунă. Çавна май информ ушкăнсем ял-салара виçĕ çула яхăн пулман. Кăçал çак пĕрлехи тĕлпулусен пĕлтерĕшне шута илсе информаци кунĕсене каялла тавăрнă, вĕсем халăх патне çĕнĕ форматпа çитнĕ.

Пĕрлехи информаци кунĕсем кашни уйăхăн виççĕмĕш юнкунĕнче халăха пухăва йыхравлĕç. Пысăк тăхтав хыççăнхи пĕрремĕш тĕлпулу нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче иртрĕ. Информ ушкăнăн пысăк делегацийĕ Канаш тăрăхĕнчи чылай яла çитсе килчĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Артем Владимиров, Чăваш Енри транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕн çумĕ Юрий Арлашкин, Канашри муниципаллă округ пуçлăхĕ Сергей Михайлов Атнаш территори пайĕнче халăхпа курнăçрĕç.

Калиновкăра пурăнакан Юрий Васильев ялта çĕнĕ çурт-йĕр çавăрма çĕр вырăнĕ çукки çинчен каларĕ. Калиновкăра пушă çуртсем çукпа пĕрех, пуррисене те сутмаççĕ. Çут çанталăкăн илемлĕ вырăнĕнче вырнаçнă тăван тăрăха çынсем дача вырăнне тытаççĕ. Ялта çамрăк çемьесем нумай пурăнаççĕ, ача шучĕ те йышлă. Вĕсене шкул автобусĕ пĕлÿ çуртне икĕ рейспа турттарать. Республикăран тата районтан килнĕ хăнасем ялăн ÿссе аталанас ыйтăвне тĕплĕн тĕпчеме шантарчĕç.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code