Среда, 24 апреля, 2024
Главная > Публикации > Афганистан — тухмĕ нихăçан асран

Афганистан — тухмĕ нихăçан асран

Çулсерен, хĕлĕн юлашки уйăхĕнче, совет çарĕсене Афганистанран илсе тухнине паллă тăваççĕ. Историри паллă кунсен календарĕнче нарăс уйăхĕн 15-мĕшне Тăван çĕршыв тулашĕнче пуç хунисене асăнмалли кун тесе çирĕплетнĕ. Çавна май асăну мероприятийĕсем çĕршывĕпех иртеççĕ.

Вăхăт чăн та пĕр сисĕнми малалла шăвать. Кăçал совет салтакĕсене Афганистан çĕрĕ çинчен илсе тухма тытăннăранпа 34 çул çитрĕ. Çав тапхăрти салтаксем çемье çавăрса атте, асатте-кукаçи пулма ĕлкĕрнĕ. Интернационаллă тивĕçе пурнăçласа ĕмĕрлĕхех куç хупнă юлташĕсене вĕсем ĕмĕрне те асран кăларас çук. Çакна вĕсен туслă йышĕ çулсерен Канаш хулинчи Афганецсен скверне пуçтарăнни тÿрремĕнех çирĕплетет.

Кăçалхи асăну митингĕ те интернационалист салтаксене йышлă пуçтарнă. Мероприятие ĕнерхи çар çыннисемпе пĕрле Чакаç шкулĕн кадечĕсем те хутшăннă. Митинга килнисен умĕнче Канашри муниципаллă округ пуçлăхĕ Сергей Михайлов, Афганистан ветеранĕсен Раççейри союзĕн вырăнти уйрăмĕн председателĕ Вячеслав Сергеев тата ыттисем сăмах тухса каланă.

Афганистан вăрçинче çамрăклах пуç хунă ентешсене асăнса кашни пĕр минут шăп тăнă, унтан палăк умне чĕрĕ чечексем хунă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *