Суббота, 20 апреля, 2024
Главная > Публикации > Вăтапуç территорийĕн пайĕ

Вăтапуç территорийĕн пайĕ

Моряксене халалласа мемориал уçнă
Тинĕс çар флочĕн кунĕ умĕн Вăтапуç тăрăхĕнче «ВМФ морякĕсем» мемориала савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Ăна I-мĕш Петĕр патша çуралнăранпа 350 çул çитнине халалланă. Мемориал «Варяг» крейсерăн комендорĕ Конан Зиновьевич Зиновьев çуралнă тăрăхра никĕсленнин пĕлтерĕшĕ чăнласах та пысăк.
Пысăк чулсен купи çине вырнаçтарнă матрус якорьне мăнаçлă сăнчăрсемпе çыхнă. Çакнашкал композицирен тăракан мемориала Тинĕс çар флочĕн гимнĕпе уçнă. Вăтапуç ял тăрăхне ертсе пынă Александр Федоров пуçтарăннисене уявпа саламланă, Тинĕс çар флочĕ хальхи тапхăрти Раççей пурнăçĕнче те хăйĕн пĕлтерĕшне çирĕп тытса пынине палăртса хăварнă.
Митингра çавăн пекех Канаш хулипе, Канаш тата Тăвай районĕсен çар комиссарĕ пулнă Юрий Барышов, Канаш хулипе районĕн «Морское братство» флот ветеранĕсен общество организацийĕн председателĕ Юрий Степанов, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — вĕрентÿ управленийĕн ертÿçи Лариса Сергеева тата Конан Зиновьевăн тăванĕсем тухса калаçнă.
Мемориала вырнаçтарас ĕçре пысăк тÿпе хывнă ял хастарĕсене çар комиссариачĕ ячĕпе — А. Яковлевпа Е. Колпакова, вырăнти ял тăрăхĕ ячĕпе А. Григорьева, Е. Герасимова, А. Зайкова, А. Тимофеева тата И. Фадеева Тав çырăвĕсем парса чысланă.

Салан çавра çулне анлăн паллă тунă
Çу уйăхĕн 29-мĕшĕнче Вăтапуç сали йĕркеленнĕренпе 450 çул çитнине паллă тунă. Темиçе килтен тăракан ял тăватă ĕмĕр çурă хушшинче хитре те пысăк салана çаврăннă. Унта халĕ 326 кил, пĕтĕмпе 800 ытла çын пурăнать.
Çак пысăк уява вăтапуçсем тĕплĕн хатĕрленнĕ. Хăнасене çăкăр-тăварпа тата хаваслă юрă-кĕвĕпе кĕтсе илнĕ. Уява уçнă май ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пулнă Александр Федоров сала пурнăçĕпе унăн аталанăвĕнче пысăк тÿпе хывнă кашни çынна чĕререн тав тунă. Вырăнти ветерансен канашĕн председателĕ Нина Шемякина ял хастарĕсене Тав çырăвĕ-сем парса чысланă.
Уяв программи мероприятисемпе пуян пулнă, унта ватти-вĕтти савăннă. Кашни хăйĕн вăйне тĕрлĕ вăйă-ăмăртура тĕрĕслесе пăхма пултарнă. Ывăнса ĕшеннĕ хыççăн тутлă шÿрпепе сăйланнă.

Урам хушшисем такăрланнă
Çĕртме уйăхĕнче Çатăрка Çырми ялĕнчи Шмидт урамĕнчен пуçласа Чапаев урамĕнчи 3-мĕш номерлĕ çурт таран тăсăлакан çула юсанă. Ĕçсене Семенов индивидуаллă предприниматель тата «Транспортник» тулли мар яваплă пĕрлĕх ĕçченĕсем пурнăçланă.
Ниме бюджечĕ мелĕпе çурла уйăхĕнче Кайăк- ялĕнчи А. Григорьев урамĕнчи çула юсанă, ĕçсене 191000 тенкĕлĕх пурнăçланă, ял халăхĕ асăннă суммăн 40 процентне пуçтарса панă. Юсав ĕçне А. Макаров подрядчик пурнăçланă.

Çĕнелнĕ клуб ял сăнне улăштарнă
Раштав уйăхĕн вĕçĕнче Çатăрка Çырми ялĕнче тĕплĕ юсав хыççăн çĕнелнĕ клуб алăкĕсене уçнă. Çак савăнăçлă пулăма ялта пурăнакансем чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Вăл вĕсем валли чăн-чăн Çĕнĕ çул парни пулса тăнă.
Çĕнелнĕ культура вучахĕ ял сăн-сăпатне те илем кÿнĕ. Çурта çĕнĕ технологисене усă курса юсанă, унăн стенисене ăшă тытакан хатĕрсемпе хупăрланă, çиелтен сайдинг çапнă. Клубăн чÿречисемпе алăкĕсене, маччана улăштарнă, хутса ăшăтмалли тата электричество системисене çĕнетнĕ, стенасене çирĕплетнĕ. Çутă, ăшă залра пуху-концерт ирттерме халĕ питĕ меллĕ.
Çак савăнăçлă пулăмпа Çатăрка Çырми ялĕнче пурăнакансене район
администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Михайлов, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пулнă Александр Федоров тата юсав ĕçне пурнăçланă подрядлă организаци представителĕ саламланă.
Юсав ĕçĕсем тăватă миллион ытла тенкĕпе танлашнă. Палăртнă ĕçсене вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçланăшăн строительсене Тав çырăвĕсем панă.

Пĕчĕк яла аслă çулпа çыхăнтарнă

Вырăнти пуçару программине хутшăнса иртнĕ çулта Çатăрка Çырми ялне А-151 автоçулпа çыхăнтарма май килнĕ. Уй урлă выртакан 1 километр та 400 метр тăршшĕ çула вакă чул сарса çирĕплетнĕ. Çатăрка Çырмисен пуçару проекчĕ миллион çура ларнă. Вырăнта пурăнакансем хăйсен енчен шантарнă суммăна, 600 пин тенкĕне, пĕр эрне хушшинче пуçтарса пама пултарнă. Кашни пилĕк пин тенкĕрен кая мар укçа куçарнă, пĕрлехи пĕлте- рĕшлĕ ĕç пухмачне 50 пин тенкĕ хывакансем те пулнă.

Виçĕм çул Çатăрка Çырми ялĕнче пурăнакансем ниме бюджечĕн иккĕмĕш тапхăрне лекнĕ май республика çулталăк вĕçĕнче тÿрех укçан пысăк суммипе тивĕçтереймен. Çавна май объекта иртнĕ çулта пурнăçлама май килнĕ. Строительство ĕçĕсем çуркуннепе çуллахи тапхăра лекнишĕн вырăнта пурăнакансем хĕпĕртенĕ кăна. Ара, кун пек чухне çул ĕмĕрĕ вăрăмрах пулать вĕт.

Вакă чул киличчен ял çыннисем пулас çулăн никĕсне хывас тенĕ. Çак тĕллевпе кирпĕч ванчăкĕсем сарса тухнă. Çырмасем тĕлĕнче çурхи шыва çул айĕпе кăларса яма пăрăхсем хурса хăварнă. Тăватă каçăран пĕрне бетон ярсах çирĕплетнĕ. Ятарлă техникăна ял халăхĕн укçипе тара тытнă.

Аукционта строительство ĕçĕсене пурнăçлама «Транспортник» тулли мар яваплă пĕрлĕх выляса илнĕ. Подрядчик, вак чул кÿрсе киличчен, ял халăхĕн вăйĕпе сарнă кирпĕч ванчăкĕсене катокпа пусарса якатнă, çул айккине грейдерпа çĕкленĕ. Авăн уйăхĕн пуçламăшĕнче çула хута янă. Халĕунпа Çатăрка Çырми ялĕнче пурăнакансем кăна мар, çула кĕскетес текен кашни водитель тата çывăхра дача тытакансем те хаваспах усă кураççĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *