Четверг, 18 апреля, 2024
Главная > Публикации > Манăçми интернационал вăрçи

Манăçми интернационал вăрçи

Вăрçă… Кĕске, анчах çав тери хăрушă сăмах! Вăрçă вăл — ырату, юн, вилĕм, выçлăх, хĕç-пăшал, бомбăсен çурăлнă сасси, вĕçĕмсĕр куççуль…

Эпĕ вăрçа нихăçан та курман, анчах Афганистан вăрçи çинчен илтнĕ, пĕлетĕп. Манăн кукаçи Владимир Павлович Александров 1982-1984 çулсенче совет çарĕсен йышĕнче интернационаллă тивĕçне пурнăçланă.

Кукаçи Энтриялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă. Амăшĕ — дояркăра, ашшĕ тракторист пулса ĕçленĕ. Манăн çывăх çыннăм ĕçчен каччă пулса çитĕннĕ. Мĕн пĕчĕкрен кĕнекесемпе туслă пулнă, вăрçă çинчен уйрăмах вулама юратнă. Тус-тантăшĕпе хутшăннă, тĕрлĕ вăйă вылянă. Кирек епле ĕçрен те пăрăнман.

18 çул тултарсан Владимир Павловича салтака илнĕ, вăл распределенипе Афганистана лекнĕ.

«Афгана асăмран хуратма йывăр», — каласа паратчĕ кукаçи. «Эпир çамрăккисемпе вăйлисем çапăçăва пĕр шиксĕр ыткăнтăмăр. Мĕнрен хăрамаллине те пĕлмен. Мĕншĕн тесен халĕ çеç амăшĕн çуначĕ айĕнчен вĕçсе тухнă чĕпĕсем евĕр туяттăмăр хамăра. Вăрçă темĕнле инçетри пулăм пек курăнатчĕ. Унтан чăн-чăн пульăсем шăхăрнине, снарядсем çурăлнине илтсен вăрçă мĕнне тинех ăнланса илтĕмĕр».

Кукаçи каласа кăтартнă тăрăх, салтаксем хăйсен тивĕçне йывăр лару-тăрура пурнăçланă. Сăрт-ту хушшинчи çулсем чылай инкек кăтартнă, пĕр сăмахпа каласан, салтаксене хăрушлăх кашни утăмрах кĕтнĕ.

Çапăçусем питĕ йывăр условисенче пынă. Шăрăх çунтарнă, тусанлă вĕри çил вĕрнĕ, ура айĕнчи çĕр вĕри çатма евĕр хĕрнĕ. Çурăм хыçĕнчи 60 килограмм таякан михĕ те хăйĕн çинчен аса илтернĕ, çавăнпа час-часах тăхтавсем тума тивнĕ. Шыв çитменни питех те канăçсăрлантарнă. Ăна пичкепе илсе килнĕ, шыва салтаксем пĕр литрлă тимĕр савăтпа илсе юлнă.

«Чи хăрушши — туссене çухатни. Куçсем вĕри тата тарăху куççулĕпе тулатчĕç. Çак хăрушă вăрçăран таврăнайман юлташсене эпĕ час-часах аса илетĕп», — тетчĕ кукаçи.

Афганистана чăваш салтакĕсем нумаййăн лекнĕ. Вĕсем интернационаллă тивĕçе чыслăн пурнăçланă. Кукаçине вăрçă хирĕнче паттăрлăх кăтартнăшăн «Афган халăхĕн воин-интернационалисчĕ» медаль тата «Чикĕсене сыхланăшăн» хисеп грамоти парса чысланă.

Çулсем иртеççĕ. Сурансем те туртăнаççĕ. Салтак ачисем те çемье çавăрма ĕлкĕрчĕç. Анчах вăрçă халăх асĕнчен тухмĕ.

Эмилия ТИМОФЕЕВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *