Четверг, 28 марта, 2024
Главная > Публикации > Энциклопедин иккĕмĕш томĕ пичетленсе тухрĕ

Энциклопедин иккĕмĕш томĕ пичетленсе тухрĕ

Кăçал çулталăк пуçламăшĕнче «Канаш районĕ: персоналийсен энциклопедийĕ» кĕнекен иккĕмĕш томĕ пичетленсе тухрĕ.

Ăна Канаш ен тăрăхĕн паллă тавра пĕлÿçи Валериан Прокопьев пухса ха- тĕрленĕ. Кĕнеке 300 экземпляр тиражпа кун çути курнă. Унта Канаш районĕнче çуралнă, хăйсен ĕçĕпе пысăк хисепе тивĕçнĕ ентешсене кĕртнĕ. Пĕтĕмпе пине яхăн персоналей. Кĕнеке 457 страницăран тăрать.

Асăннă кĕнекен пĕрремĕш томĕ 2014 çулта пичетленнĕ, халăх хушшинче вăл 1000 экземплярпа сарăлнă. Паллă çынсен ячĕсене икĕ кĕнекере асăнма ĕлкĕ- реймен ентешсем Канашри муниципаллă округра тата та пур. Çавна май автор виççĕмĕш том пичете хатĕрлет. Валериан Прокопьева пуян материал пухса çитерме вырăнти АПК ветеранĕсен канашĕн председателĕ Валерий Долгов нумай пулăшса пырать. Тавра пĕлÿçĕ юлташне пĕрлехи ĕçшĕн тав туса кĕнекен иккĕмĕш томне парнелерĕ.

Энциклопедипе кăсăкланакансем çак çĕнĕ кĕнекепе Канашри муниципаллă округăн ял хуçалăх, экономика тата инвестици ĕçĕсен управленийĕнче паллашма пултараççĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code