Четверг, 18 апреля, 2024
Главная > Публикации > Хисепе тăрăшуллă ĕçре çĕнсе илнĕ

Хисепе тăрăшуллă ĕçре çĕнсе илнĕ

Канашри муниципаллă округăн АПК ветеранĕсен канашĕ Алексей Миронова çуралнă кунпа саламланине пĕлтерет. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ, нумаях пулмасть 75 çулхи юбилейне паллă тунă.

Алексей Николаевичăн ачалăх çулĕсем Анат Вăрманялта иртнĕ. Шкула ку тăрăхри ачасем Çÿлти Вăрманяла çÿренĕ. Сакăр класс пĕтернĕ хыççăн каччă Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумне вĕренме кĕнĕ, техник-механик специальноçа алла илнĕ.

1968 çулта диплом илнĕ çамрăк специалиста Канашри 2-мĕш номерлĕ «Ял хуçалăх техники» организацие ĕçлеме янă, унта вăл пахалăх шайне хаклакан инженер должноçне йышăннă. Çав çулах салтака кайма ят тухнă. Тăван çĕршыв умĕнчи сăваплă тивĕçе чыслăн пурнăçланă хыççăн 1970 çулта ĕнерхи салтак Шупашкарти ял хуçалăх институтне куçăмсăр майпа вĕренме кĕнĕ. Тепĕр ултă çултан аслă пĕлÿллĕ инженер-механик пулса тăнă.

Çакăн хыççăн Алексей Николаевича яваплă должноçсене ертсе пыма шаннă. Малтан вăл гараж начальникĕ пулнă, унтан — тĕп инженер, каярах мастера çитнĕ. 1986 çулта ăста специалиста ДРСУ ертÿçине лартнă. Çул-йĕр хуçалăхĕн организацине Алексей Миронов вунă çул ертсе пынă.

Алексей Николаевич обществăлла ĕçе те хастар хутшăннă. Ăна икĕ хутчен Канаш районĕн халăх депутачĕсен канашĕн депутатне суйланă.

Мироновсем виçĕ ывăл çитĕнтернĕ. Хальхи вăхăтра Алексей Николаевичăн пилĕк мăнук ÿсет.

Валерий ДОЛГОВ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *