Четверг, 28 марта, 2024
Главная > Публикации > Чи лайăх староста Яманкасси ялĕнче пурăнать

Чи лайăх староста Яманкасси ялĕнче пурăнать

Иртнĕ эрнере Шăхасанти культура çуртĕнче Канашри муниципаллă округăн 2022 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕç тата кăçал пурнăçа кĕртмелли задачисене палăртрĕç. Мероприятире ĕç çыннин сумĕпе хисепне ÿстерме пулăшакан çĕнĕлĕхсемпе усă курни уйрăмах ырă туйăм хăварчĕ.

Муниципалитет пуçлăхĕ Сергей Михайлов хăйĕн докладĕнче кашни отрасльти курăмлă çитĕнÿсене уçăмлатрĕ, çак ырă улшăнусем пире малашлăхра лайăх кăтартупа ĕçлесе пыма хавхалантарассине палăртрĕ. Вăрттăнлăх мар, витĕмлĕ кăтартусем патне хăйсен ĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пыракан ăстасемсĕр çитме çук. Эппин, çак хастарсем, чăн та, хисепе тивĕç. Кăтартусене пĕтĕмлетсе умри тĕллевсене палăртнă хыççăн кашни отрасльти чи ăста 20 специалиста сцена çине йыхравларĕç. Çакнашкал çĕнĕлĕхе муниципалитетра кăçал пуçласа вăя кĕртнĕ, малашлăхра вара çулсеренех тытса пырĕç.

Ятарлă номинацире палăртнă çĕнтерÿçĕсен йышĕн-че Олег Сергеев та пулчĕ. Вăл Канашри муниципаллă округăн 2022 çулхи чи лайăх староста сумлă ята тивĕçрĕ. Яманкасси ялĕн старостин тилхепине Олег Васильевич 2021 çултанпа тытса пырать. Унччен маларах ăна ялти пĕр округ депутатне суйланă пулнă. Яманкассисем Олега ял-йышпа çăмăллăн пĕр чĕлхе тупма пултарнишĕн тата çивĕч ыйтусене вăраха ямасăр татса пама тăрăшнишĕн хисеплеççĕ.

Обществăлла ĕçе ял старости хăйĕн тĕп професси яваплăхĕнчен пушаннă тапхăрта тытса пырать. Пушар хуралĕн ĕçченĕ, телее, сменăпа тимлет, çавна май ял халăхĕпе эрне варринче те, кану кунĕсенче те курнăçса калаçма май тупать. Олег Сергеев хăйĕн пĕтĕм ĕç ĕмĕрне пушарта çынсен пурнăçĕпе пурлăхне çăлассине халалланă тесен те йăнăш пулмĕ. Вăл малтан 25 çул хушши Канашри 15-мĕш пушар хуралĕн чаçĕнче ĕçленĕ. Нумай çул ĕçленĕшĕн тивĕçлĕ канăва тухсан та юратнă профессие пăрахас темен, Тăвайĕнчи 45-мĕш пушар хуралĕн чаçне ĕçе вырнаçнă. Вут-кăварпа кĕрешекен унта та ĕçтешĕсем хушшинче пысăк хисепе тивĕçнĕ.

Олег Сергеев Яманкасси ялĕнчех çуралса ÿснĕ. Çавна май тăван ялти лару-тăрăва тата çынсене мĕн кăсăклантарнине ачаран лайăх пĕлет. Ял халăхне канăçсăрлантаракан ыйтусене пухусенче çĕклет, ял территорийĕн начальникĕпе сÿтсе явать, Канашри муниципаллă округăн администрацине те шухăш-кăмăлне çитерме васкать. Пуçаруллă, тăван ялшăн тата унта пурăнакан çынсемшĕн хыпса çунакан общество ĕçченне кирек хăш инстанцире те тĕрлĕ енлĕ пулăшма тăрăшаççĕ.

Яманкассисем вырăнти пуçару программипе уйрăмах ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ. Çулсерен пысăк тата пĕлтерĕшлĕ объект хута яраççĕ. Ĕç ăнăçса пынине кура ял-халăхĕ ниме бюджечĕ валли укçа пуçтарассинчен турткаланса тăмасть. Кĕске вăхăтра кирлĕ суммăна пуçтарса пама пултарнипе ытти ял-сала валли ырă тĕслĕх вырăнĕнче пулса тăрать. Çакăнта Яманкасси пысăк ялсен йышне кĕменнине те палăртса хăвармалла.

Яманкассисен яланах — туслăх, пĕтĕм ыйтăва пĕр йышпа татса пама пултарни малти вырăна тухать. Çавăн пекех çынсем, вырăнти халăхпа ĕçлекене, шанни те пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Халăх шанăçне тÿрре кăларса пынăран ялти мĕнпур ĕç ăнăçать. Субботнике тухакан та, ял уявне пуçтарăнакан та пĕрлехи мероприятие пысăк хавхаланупа васкать.

Масар çинче хăтлă çурт

2021 çулччен ял масарĕ çинче кивĕ лапчăк çурт ларнă. Кăмака таврашĕ унта ĕмĕрне те пулман. Çывăх çынсем пирĕнтен ĕмĕрлĕхех хăçан уйрăлса каяссине вара никам та пĕлмест. Вĕсене çулталăк çаврăмĕпех юлашки çула ăсатасси пулать. Çавăнпа та масарта хăтлă, хĕллехи вăхăтра хутăнакан çурт пуррин витĕмĕпе пĕлтерĕшĕ калама çук пысăк. Ниме бюджечĕн вăйĕпе Яманкасси ялĕн масарĕнче те çĕнĕ çурт хăпартма май килчĕ. Ăна виçĕм çул шăпах хĕл сиввисем умĕн хута ячĕç. Ял старости Олег Сергеев пуçару ушкăнĕпе пĕрле çак пĕлтерĕшлĕ проекта ĕçе кĕртессишĕн чылай вăй хучĕ. Çурта мĕн хута яриччен çирĕп контроллесе тăчĕ, строительсем мĕн ыйтнине туллин тивĕçтерме тăрăшрĕ. Çурта йышăннă хыççăн ялта пысăк субботник иртрĕ. Çынсем кивĕ пĕчĕк масар çуртне пăсса тирпейлерĕç, унăн йывăç пайĕсене вутта яма йышăнчĕç. Хĕллехи вăхăтра шăтăк чавма пыракансем унпа çĕнĕ çурта хутса ăшăтаççĕ.

Çĕн касра çĕнĕ кĕпер

Яманкасси ялĕ ÿссе аталаннă тапхăрта çамрăксене çурт лартма çĕр уйăрса панă. Урамне Молодежная тесе палăртнă. Чăвашла яманкассисем ăна хăйсен хушшинче Çĕн кас теççĕ. Вăрăм шывĕ хĕрринче вырнаçнăран асăннă урамра çуртсене пĕр енĕпе çеç лартса тухнă. Вырăнĕ чăн та илемлĕ, анчах Çĕн кас-ра çынсене тулли пурнăçпа пурăнма çирĕп каçă çукки пысăк чăрмав кÿнĕ. Урама цивилизаци тĕнчипе çырма урлă хывнă пĕчĕк тимĕр кĕпер çеç çыхăнтарса тăнă. Ун çине çăмăл машинăсемсĕр пуçне ытти техника кĕреймен. Вăл сарлакăшĕпе тата йывăрăш виçин пĕлтерĕшĕпе килĕшсе тăман. Инкек пулас пулсан Молодежная урама пушар сÿнтерекен тата васкавлă пулăшу машинисем кĕрсе тухма пултарайман. Телее, юлашки çулсенче Çĕн касра çын йывăр чирленĕ тата пушар тухнă тĕслĕхсене ас тумаççĕ. Турри сыхланă-тăр. Пĕлтĕр ял старости тăрăшнипе çак çивĕч ыйтăва сирме май килчĕ. Ял халăхне каллех вырăнти пуçару программи пысăк пулăшу кÿчĕ. Кĕпер ялти пĕр урамăн нуши кăна пулин те ыттисем те айккинче юлмарĕç. Кирлĕ чухлĕ укçа пуçтарăнсан подрядчик та тупăнчĕ, строительсем объекта кĕске вăхăтра ĕçе кĕртрĕç. Халĕ ун çийĕн кашни савăнса каçса çÿрет.

Пĕрлехи ĕç малалла пырать

Ял халăхĕ пĕлтĕр черетлĕ пухăва пуçтарăнчĕ. Ял старости Олег Сергеев масар çинче пуçланă ĕçе вĕçне çитермелли çинчен каларĕ. Пуçару ушкăнĕ вырăнти бюджет программипе нумаях пулмасть хута янă çурт çумне тимĕр хапхапа калинкке вырнаçтарас тата çĕнĕ масара карта тытса çавăрас тесе йышăну турĕ. Халăх пуçарупа килĕшнĕ, картана тытас ĕçе икĕ тапхăра пайлама сĕнчĕ. Çак проекта республикăра ырласа йышăннине палăртмалла, пуçлăхсем тăкаксен çурри ытла пайне саплаштарма шантарнă. Хальхи вăхăтра ял халăхĕ хăйсен енчен тивĕçтермелли укçан пĕр пайне пуçтарассипе ĕçлет. Çанталăк ăшăтсан аукцион урлă ĕçе пурнăçлама кăмăл тăвакан подрядлă организацие палăртĕç. Çав тапхăр тĕлне яманкассисем укçана пуçтарса çитерме шантараççĕ.

Çак пĕрлехи ĕç пурнăçа кĕрсен ял хастарĕсем Яманкасси халăхĕшĕн пĕлтерĕшлĕ тата ытти чылай проект патне ăнтăлма тĕллев лартаççĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code