Четверг, 25 апреля, 2024
Главная > Публикации > Фельдшерпа акушер пункчĕсем çĕнелеççĕ

Фельдшерпа акушер пункчĕсем çĕнелеççĕ

Сывлăх сыхлавĕн малтанхи звенине çĕнетес енĕпе ĕçлекен программăпа килĕшÿллĕн Канашри муниципаллă округра Сителте, Вырăскас Пикшихре, Çĕнĕ Шелттемре тата Тукайра çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем тăваççĕ. Çак ĕçсене пурнăçлама 5 млн тенкĕ ытла укçа-тенкĕ уйăрнă.

Тăватă ялти ФАПсене çĕклеме ООО «Ском 21» подряд организацийĕпе килĕшÿ тунă. Виçĕ ФАПа июнь вĕçĕ тĕлне туса пĕтермелле, Вырăскас Пикшихрине — кăçалхи раштав уйăхĕ вĕçленнĕ тĕле.

Çĕнĕ ФАПсенче чирлĕ çынсене сиплеме пур услови те пулĕ. Объектсенче строительсем пулас çуртсем вырăнне патаксем çапса тухнă, Сителте котлован чавма та тытăннă.

Тукайри ФАП заведующийĕ Тамара Коновалова хăйĕн савăнăçне пытараймасть: «Çĕнĕ строительство вырăнти халăхшăн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм. Нумай та вăхăт иртмĕ, ял-йыша медицина пулăшăвне хăтлă условисенче пама тытăнăпăр».

Çакна палăртмалла: Канаш округĕн территорийĕнче 54 фельдшерпа акушер пункчĕ ĕçлет, вĕсенчен вăтăр пĕрĕшне – «Медицинăпа санитари пулăшăвне парассине аталантармалли» регион проекчĕпе килĕшÿллĕн тунă.

Екатерина ЧЕРТЫНОВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *