Четверг, 28 марта, 2024
Главная > Публикации > Уçырма территорийĕн пайĕ

Уçырма территорийĕн пайĕ

Ял варринчи урама тĕпрен юсанă
Уçырма ялĕн Канашская урамĕнчи автоçула «Ял территорийĕсене комплекслă аталантарасси» патшалăхăн тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн юсаса йĕркене кĕртнĕ. Унăн тăршшĕ 1 километр та 700 метрпа танлашнă. Çул çумĕнче çынсене утса çÿреме тротуар туса хăварнă.

Культура çурчĕн картине çĕнетнĕ
Пĕлтĕр ялти культура çурчĕн картине улăштарнă. Илемлĕ карта кирек мĕнле çурт сăнне те капăр сăн кĕртет. Вăл таврари лаптăка чыслăхра тытма, çынсем тĕлли-паллисĕр кĕрсе çÿресрен сыхлать.

Пĕвене юшкăнтан тасатнă
Ялти шыв управĕсем вăхăт иртнĕ май юшкăнпа тулаççĕ. Çуллахи шăрăх çанталăкра ăшăхскерсем часах типеççĕ. Кун пек чухне вырăнта пурăнакансене пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес ыйту çивĕчленет. Çак çитменлĕхе пĕтерес тĕллевпе Уçырмари Овражная урамра вырнаçнă кÿлле чавса тарăнлатнă.
Контейнер лартма лапам тунă
Çĕнĕ йĕркепе килĕшÿллĕн ял территорийĕсенче пуçтарăннă çÿп-çапа ятарлă полигонсене турттарса тухмалла. Çак тĕллевпе ялта контейнерсем вырнаçтарма уйрăм лапамсем тунă, вĕсене çавăн пекех масарсем çинче те вырнаçтарса пыраççĕ. Пĕлтĕр çакăн пек лапама Уçырма ялĕн масарĕ çинче те йĕркеленĕ.

Çул айккипе тротуар вырнаçтарнă
Ялта тротуар пурри çынсене çул-йĕр инкекне лекессинчен сыхлать тата йĕпе-сапаллă çанталăкра палăртнă вырăна пĕр чăрмавсăр утса çитме май парать. Иртнĕ çулта Уçырма ялĕнче Канашская урамран пуçласа Аксарина урамĕ таран тротуар сарса хăварнă.

Купеле йĕркене кĕртнĕ
Уçырма ялĕнче Çветтуй Николай ячĕпе сăвапланакан купеле юсанă. Строительсем шыва кĕмелли арлăксене çĕнетнĕ, сăваплă вырăна çитмелли çула вакă чул сарса çирĕплетнĕ, автомашинăсем валли чарăну вырăнĕ йĕркеленĕ, çутă хатĕрĕсем вырнаçтарнă.

Çул ыйтăвне пысăк тимлĕх уйăрнă
2022 çулта Уçырма ял тăрăхĕнче 30 километр тăршшĕ çул-йĕре юсаса йĕркене кĕртнĕ. Çул-йĕр ĕçченĕсем Кĕлтеçулĕнчи Молодежная урама 240 метр тăршшĕ хăтлăлатнă. Уçырма ялĕнчи Лесная урам вĕçĕнчен пуçласа Шаккăл çулĕ çине тухичченхи лаптăка (380 метр) юсанă. Уçырма ялĕнчи Мускав урамне (160 метр), Ленин урамне (100 метр), Ленинград урамĕнчен пуçласа Карл Маркс урамĕ таран (çырма урлă каçмалли лаптăка — 100 метр), Карл Маркс урамĕнчи 1-мĕш çуртран пуçласа Канашская урамĕнчи 78-мĕш çурт таран (1700 метр) тата ытти урамсене йĕркене кĕртнĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code