Пятница, 19 апреля, 2024
Главная > Публикации > Ăстасем пирĕн хушăра пурăнаççĕ

Ăстасем пирĕн хушăра пурăнаççĕ

— Эпĕ творчествăна парăннă çын, — тет хăйĕн çинчен Шăхасанта пурăнакан Мартынова Ольга Валерьевна, тăватă ача амăшĕ. — Çапла, ача ман тăваттă, вĕсем те творчествăна парăнса ÿсеççĕ. Асли, Митя, ÿнер шкулне çÿрет, ÿкерме вĕренет. Унăн умĕнчи тĕллевĕ — акварельпе картинăсем ÿкерме вĕренесси. Иккĕмĕш ача та ывăл, Вася, унăн та художник пулас туртăм пур. Çапах та ăна ÿнер шкулне çÿреме иртерех-ха. Виççĕмĕш ача — Якур, вăл тăваттăра, чи кĕçĕнни — Лена, вăл çулталăк çурăра. Хăçан пултарулăх çул-йĕрĕ çине тухнă тесе ыйтатăр-и? Эпĕ тĕп район больницинче экономика пайне ертсе пыратăп. Ĕç йывăр. Киле таврăнсан ачасен урокĕсене тĕрĕслемелле, апат пĕçерсе çитермелле, хваттере тирпейлемелле. Кăштах та пулин кулленхи пурнăçран канас тесе алла йĕппе çип тытрăм. Малтан чăваш тĕррисене тĕрлеме хăнăхрăм. Тавах Любовь Макаровна Григорьевана, вăл мана ал ĕç тума чылай вĕрентрĕ.

Пĕррехинче аслă ывăл шкултан таврăнчĕ те, мана çапла калать: «Анне, республикăра пукане тумалли конкурс йĕркеленĕ. Пуканене чăвашсен çи-пуçне тăхăнтармалла. Тăваятпăр-и? Тытăнса пăхар-и?»

Малтан тĕрлĕрен литературăпа паллашрăмăр, унтан Интернета кĕрсе унта пирĕн кăмăла каякан икĕ ĕлке (выкройка) тупрăмăр та пукане валли питĕ чипер çи-пуç çĕлесе тĕрлерĕмĕр те сумлă конкурсра иккĕмĕш вырăн йышăнтăмăр! Ку, паллах, пире çав тери хавхалантарчĕ: «Эпир те пултаратпăр иккен!»

Унтан пуканесене ытти халăхсен тумтирĕсене тăхăнтартрăмăр. Чылай пукане валли чипер çи-пуç çĕлерĕмĕр. Майĕпен-майĕпен мамăкран пуканесем ăсталама вĕренсе çитрĕмĕр.

Ку — кролик, çулталăк символĕ, ăна эпир Çĕнĕ çул тĕлне туса хатĕрлерĕмĕр. Ăна тума икĕ пĕчĕк нус-ки кирлĕ пулчĕ. Икĕ каçра туса пĕтертĕмĕр. Кролика Митяпа иксĕмĕр ăсталарăмăр, унпа эпир яланах пĕр-пĕринпе пуканене епле чипертерех тăвас тесе канашлатпăр.

— Ку чиперкке тата епле халăх хĕрупраçĕ?

— Ку чиперкке — Леди Бак, мультфильмри пурте пĕлекен хĕрача. Ку — Мопс, анчăк, вылямалли пукане. Ăна хĕрача алăран та вĕçертмест. Анчăк валли тумтир те çĕлеме пулать, сăмахран, йĕм, кофта, кĕпе, нуски — тумтирсĕр те выляма юрать. Пуканесен атă-пушмакне фоамирантан çĕлетпĕр, е суя тир туянатпăр, фетрпа та усă курма пулать.

— Хатĕр-хĕтĕр туянма укçа-тенкĕ чылай тăккаланать пулас?

— Паллах, тăкаксемсĕр мар, пусма-тавар питĕ хаклă. Ман ĕçе мăшăрпа ачасем питĕ ырлаççĕ, хăйсемех магазинсене илсе çÿреççĕ. Ман вăхăт пулмасан пусма-тавар туянма хăйсемех кайса килеççĕ.

— Ку тата мĕнле кукамай?

— Ку кукамай мар, Кавăнпуç, вăл пысăк пуçлă, тепĕр майлă ăна Йĕкĕркуç теççĕ.

— Кавăнпуçа мĕн вăхăт хушши ăсталарăр?

— Виçĕ каçа яхăн. Пĕр каç пукане турăмăр, икĕ каç çи-пуçне майларăмăр. Ку хĕрупраç çинче чăваш тумтирĕ питĕ меллĕ ларать. Ăна тума вăхăт чылай кирлĕ. Пуçне тăхăнмаллине вĕтĕ шăрçапа илемлететпĕр.

Пуçне илемлетнĕ пуç çыххи (кокошник) тăхăннă хĕрарăм — авалхи вырăс майри, боярин арăмĕ, ку ман малтанхи ĕçсенчен пĕри. Эпир Раççейре пурăнатпăр вĕт, çавăнпа, чăваш майрисемсĕр пуçне, хитре сарафан тăхăннă боярин майрине те тăвас килчĕ. Ăна тума вăхăт сахал мар кирлĕ пулчĕ. Пуканийĕсем пысăк, вĕсене тума та йывăртарах. Анчах вĕсем тÿрех куçа курăнаççĕ, вĕсене алла илсе ыталас, чăмăртас килет. Ман «ыталамалли» пуканесем.

Халĕ эпĕ хальхи вăхăтри пуканесем çине куçрăм. Хăлхисем пур, куçĕсем, алли-ури хутланать. Çÿçне çипрен е суя çÿçрен, е качака çăмăнчен тăватпăр. Çăмне эпĕ Дагестанран почтăпа çырăнса илетĕп.

Мамăкран тунă пуканесем питĕ çăмăл. Пĕр хавхаланса кайсан эпĕ вĕсене талăкĕпех туса ларма пултаратăп. Ывăл ача вĕренекен 7 «а» класра мастер-класс ирттертĕм. Ачасемпе пĕрле вăтăр ытла пукане-тискер кайăк турăмăр. Çĕнĕ çул елкине те эпир иртнĕ ĕмĕрти 80-90-мĕш çулхисем евĕр илемлетсе шкулта пĕрремĕш вырăн йышăнтăмăр.

Ман умра — çĕнĕ тĕллев. Вырăсла ăна «скульптурный текстиль» теççĕ. Эпĕ ку енĕпе ĕçлеме пуçларăм тесен те юрать. Кирлĕ хатĕр-хĕтĕр туянтăм, пукане тума вĕрентекен видеоуроксемпе паллашрăм. Çитес вăхăтра сире çĕнĕ йышши пуканесемпе паллаштарăп.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *