Суббота, 20 апреля, 2024
Главная > Публикации > Çурхисене акма тухнă

Çурхисене акма тухнă

Канашри муниципаллă округра ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем пурте çурхи уй-хир ĕçĕсене пуçăннă.

Вĕсем кĕрхи культурăсене 5546 гектар çинче апатлантарнă (планăн — 94 проценчĕ) тата 2764 гектар çинче сÿренĕ (47 процент). Сÿре çаклатнă агрегатсем нумай çул ÿсекен курăксен 4247 гектарĕ çинче нÿрĕк тытса хăварнă (99 процент), çавăн пекех курăка вăй илсе аталанма 1086 гектар çинче удобрени хывнă (25 процент). Çĕр ĕçченĕсем кĕрхи çĕртме анисем çине те кĕнĕ, сÿренипе пĕрлех культиваци ĕçне те пуçăннă.

Çĕре хатĕрлесе çитернĕ хыççăн пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акма тухнă. Хальхи вăхăт тĕлне муниципаллă округра тулла — 120 гектар, урпана — 60 гектар , сĕлле — 75 гектар, пăрçана 5 гектар çинче акса хăварнă. Ака ĕçĕ кунран-кун вăй илсех пырать.

Муниципалитет ертÿçи Сергей Михайлов уй-хир ĕçĕсемпе паллашма пынă вăхăтра Никонов хресчен-фермер хуçалăхĕн- че тăрăшакансем «Кировец» трактор хыççăн çаклатнă ятарлă комплекспа урпа акатчĕç. Çак хăватлă техникăна Валерий Михайлович çемйи кăçал туяннă. Унсăр пуçне патшалăх пулăшăвĕпе усă курса мехпаркри чылай техникăна çĕнетме пултарнă. Халĕ ывăлĕсем Александрпа Алексей çĕнĕ агрегата уйра тĕрĕслеççĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *