Пятница, 19 апреля, 2024
Главная > Публикации > Шкул ачисем — слетра

Шкул ачисем — слетра

Ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче Ухманти вăтам шкулта 7-9 классенче вĕренекенсем хушшинче «Юные друзья пограничников» отрядсен XI республика слечĕ иртнĕ. Ăна «Пограничное братство» ЧРООП пулăшнипе ачасене патриотла воспитани парас тĕллевпе йĕркеленĕ.

Слета пуçтарăннисем умĕнче Канашри муниципаллă округăн администраци пуçлăхĕн çумĕ _ ял хуçалăх, экономика тата инвестици ĕçĕн управленийĕн ертÿçи В. Чернов, «Пограничное братство» ЧРООП правленийĕн председателĕ А. Шорников, ЧРООП членĕ Н. Кузьмин, «Чебоксары-аэропорт» чикĕ контролĕн посчĕн ĕçченĕ А. Пулыгин, ФСБн Канашри уйрăмĕн начальникĕ Д. Сергеев тухса калаçнă, тупăшура ăнăçу суннă.

Слета хутшăнакансем маршрут листисемпе тĕрлĕ конкурссем витĕр тухнă: строй зачечĕ, ялава илсе тухасси, Калашников автоматне салатса пуçтарасси, пултарулăх конкурсĕ, туристсен чăрмавсен ярăмĕ, медицина пĕлĕвĕ.

Тупăшура малти вырăна Н. Гаврилов ячĕллĕ Янкăлч вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем тивĕçнĕ. Иккĕмĕш вырăнта — Ухман вăтам шкулĕн 1 ушкăнĕ, виççĕмĕш вырăнта — Йĕпреç муниципаллă округĕнчи Л. Константинов ячĕллĕ Çăкалăх вăтам шкулĕ.

Наталья КАЛАШНИКОВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *