Понедельник, 22 июля, 2024
Главная > Публикации > Эстафета спортсменсен пысăк йышне пуçтарчĕ

Эстафета спортсменсен пысăк йышне пуçтарчĕ

«Канаш» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн йĕркеленĕ йăлана кĕнĕ эстафета çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче Канашри «Локомотив» спорт шкулĕн стадионĕнче иртрĕ.

Спорт уявне ĕç коллективĕсемпе ветерансем, шкул ачисемпе студентсем тата çăмăл атлетикăна кăмăллакансем йышлăн пуçтарăнчĕç. Вĕсене хула администрацийĕн пуçлăхĕ Виталий Михайлов, Канашри муниципаллă округ пуçлăхĕ Сергей Михайлов тата «Канаш» хаçатăн тĕп редакторĕн тивĕçне пурнăçлакан Екатерина Николаева саламларĕç.

Унтан «Канаш» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетика эстафети старт илчĕ. Ăна Аслă Çĕнтерÿ 78 çул тултарнине халалласа тата «Канаш» хаçатра вăтăр çул ĕçленĕ Александр Владимиров журналиста асăнса ирттерчĕç.

Спортсменсен командисем пĕрин хыççăн тепри 400 метрлă дистанцие парăнтарчĕç. Кăçал икĕ муниципалитетран 75 команда малти вырăнсене тухассишĕн тупăшрĕ. Пĕтĕмпе 320 атлет хăйĕн вăй-халне эстафетăра тĕрĕслесе пăхма пултарчĕ. Ăмăртура медальсен 14 комплектне выляттарчĕç.

Куçса çÿрекен Кубока Канаш хулинчи 6-мĕш вăтам шкул спортсменĕсем хальхинче те алăран вĕçертмерĕç.

ÇĔНТЕРŸÇĔСЕМ:
1-5-мĕш классем
(хĕрачасем):

1-мĕш вырăн — 6-мĕш шкул;
2-мĕш вырăн — Энтрияль шкулĕ;
3-мĕш вырăн — 6-мĕш шкул.


1-5-мĕш классем
(арçын ачасем):

1-мĕш вырăн — 7-мĕш шкул,
2-мĕш вырăн — 6-мĕш шкул,
3-мĕш вырăн — Аслă Мами шкулĕ.
6-7-мĕш классем
(хĕрачасем):

1-мĕш вырăн — 6-мĕш шкул;
2-мĕш вырăн — 7-мĕш шкул;
3-мĕш вырăн — 10-мĕш шкул.
6-7-мĕш классем
(арçын ачасем):

1-мĕш вырăн — 7-мĕш шкул,
2-мĕш вырăн — 6-мĕш шкул,
3-мĕш вырăн — 6-мĕш шкул.
8-9-мĕш классем (хĕрсем):
1-мĕш вырăн — 6-мĕш шкул;
2-мĕш вырăн — Аслă Мами шкулĕ;
3-мĕш вырăн — 9-мĕш шкул.
8-9-мĕш классем (каччăсем):
1-мĕш вырăн — 6-мĕш шкул;
2-мĕш вырăн — 6-мĕш шкул;
3-мĕш вырăн — 5-мĕш шкул.
10-11-мĕш классем (хĕрсем):
1-мĕш вырăн — 8-мĕш шкул;
2-мĕш вырăн — 6-мĕш шкул;
3-мĕш вырăн — Энтрияль шкулĕ.
10-11-мĕш классем (каччăсем):
1-мĕш вырăн — Энтрияль шкулĕ;
2-мĕш вырăн — 8-мĕш шкул;
3-мĕш вырăн — Чакаç шкулĕ.
Студентсен ушкăнĕ (хĕрсем):
1-мĕш вырăн — КПК,
2-мĕш вырăн — КПК.
Студентсен ушкăнĕ (яшсем):
1-мĕш вырăн — КанТэт;
2-мĕш вырăн — КПК;
3-мĕш вырăн — КПК.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *