Четверг, 18 апреля, 2024
Главная > Публикации > Асăну хăми вырнаçтарнă

Асăну хăми вырнаçтарнă

Çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче Канашри муниципаллă округăн шалти ĕçсен пайĕн çурчĕн стени çинче асăну хăми уçнă.

Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен Çĕнтерÿпе таврăннă хыççăн йĕрке хуралĕнче службăра тăнă ветерансене халалланă. Асăну хăмине уçма Чăваш Республикин шалти ĕçсен министрĕ Виктор Шметков, округ пуçлăхĕ Сергей Михайлов тата ветерансен тăванĕсем хутшăннă.

«Тăван çĕршыв историйĕпе унăн паттăрĕсене кашнин пĕлмелле. Пирĕн çак сăваплă пĕлтерĕше çитĕнекен ăру патне илсе çитерессишĕн тăрăшмалла, вĕсене Тăван çĕршыва юратма, вăрçă хирĕнче мирлĕ пурнăçшăн кĕрешнĕ паттăрсене хисеплеме вĕрентмелле», — тенĕ Сергей Николаевич.

Тухса калаçакансенчен кашни çакнашкал астăвăм мăнуменчĕсен пысăк пĕлтерĕшне палăртнă, çитĕнекен кашни ăрăвăн Çĕнтерÿ мĕнле йывăрлăхра туптаннине, паттăр ентешсен ячĕсене яланах асра тытмаллине каланă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *