Среда, 24 апреля, 2024
Главная > Публикации > Вăрçă паттăрĕсен ячĕсем ĕмĕр асра

Вăрçă паттăрĕсен ячĕсем ĕмĕр асра

Канашри муниципаллă округра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 78 çул çитнине халалланă тĕп уяв Шăхасан салинчи Çĕнтерÿ паркĕнче иртнĕ. Пуçтарăннисене Çĕнтерÿ кунĕпе муниципалитет пуçлăхĕ Сергей Михайлов, округри депутатсен пухăвĕн ертÿçи Сергей Шерне, Асхва ялĕнче çуралнă контр-адмирал Валерий Андреев, Шăхасан территори пайĕн начальникĕ Владимир Руссков, округри ветерансен канашĕн председателĕ Виталий Петров саламланă.

«Çĕнтерÿ кунĕнче эпир Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче ирсĕр тăшмана тĕп тунă Совет салтакĕсен умĕнче пуç таятпăр. Çак йышра пирĕн ентешсем те паттăррăн çапăçнă. Канаш районĕнчен фронта 12 пин те 970 çын тухса кайнă, вĕсенчен 6 пин те 400 салтак вăрçă хирĕнче ĕмĕрлĕхех выртса юлнă. Пирĕн вĕсен ятне тата мухтавпа мăнаçлăхне яланах асра тытмалла», — тенĕ Сергей Михайлов митинга уçнă май.

Шăхасан шкулĕнче вĕренекенсемпе ача садне çÿрекенсем тата культура ĕçченĕсем уяв концерчĕ лартса панă. Савăнăçлă пай хыççăн вăрçăра пуç хунă салтаксене асăнса пĕр минут шăп тăнă, палăк умне чĕрĕ чечексем хунă.

Митинг хыççăн пурте «Ямаш — Шăхасан» чупăва хутшăннă çăмăл атлетсене кĕтсе илнĕ. Çĕнтерÿçĕсене чысланă хыççăн кашни «салтак пăтти» тутанса пăхма пултарнă. Уява хутшăннисене вĕри пăтăпа Канаш райповĕ сăйланă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *