Суббота, 20 апреля, 2024
Главная > Публикации > Николаевсем хăйсен «тимĕр» туйне уявларĕç

Николаевсем хăйсен «тимĕр» туйне уявларĕç

Пĕтĕм Тĕнчери çемье кунĕ Çĕнĕ Мами ялĕнче пурăнакан Петр Николаевичпа Надежда Алексеевнăшăн уйрăмах асра юлĕ. Николаевсем уяв тĕлне тăванĕсемпе çывăх çыннисене хăйсен «тимĕр» туйне паллă тума йыхравланă.

Петр Николаевичпа Надежда Алексеевна 65 çул каялла Çĕнĕ Мами шкулĕнче ĕçленĕ чухне мăшăрланнă. Туслă мăшăр тăватă ывăл çитĕнтернĕ. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен Çĕнĕ Мамири сакăр çул вĕренмелли тата Пайкилтри вăтам шкулсенче ачасене пĕлÿ панă, обществăлла ĕçсенчен те пысăк хастарлăх кăтартнă.

Петр Николаевич малтанхи вăхăтра Çĕнĕ Мами шкулĕнче кĕçĕн классене, аслисене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Каярах Сиккасси шкулĕнчи педагогсен коллективне ертсе пынă, районти вĕрентÿ пайĕнче инспектор пулса тăрăшнă. Çĕнĕ Мами тата Пайкилт шкулĕсенче директор çумĕ пулнă. Ĕçри тăрăшулăхĕпе хастарлăхĕшĕн Петр Николаева «РСФСРăн халăха çутта кăларас ĕç отличникĕ» тата «СССРăн çут ĕç отличникĕ» хисеп паллисем тата ытти чылай награда парса чысланă. Вăл – Çĕнĕ Мами ялĕн Хисеплĕ çынни шутланать.

Надежда Алексеевна малтан Çĕнĕ Мами шкулĕнче кĕçĕн классене вĕрентнĕ, унтан ялти тата Пайкилт шкулĕсенче чăваш чĕлхипе литературине ертсе пынă. Педагогикăра чылай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн вăл та хисепе тивĕçнĕ, ăна Чăваш АССРĕн çут ĕç минис- терствин хисеп грамотипе чысланă.

Йăлана кĕнĕ тăрăх Николаевсен ятне ЗАГС пайĕнче упранакан юбилярсен Хисеп кĕнекине кĕртнĕ. 65 çул пĕрле килĕштерсе пурăнакан Петр Николаевичпа Надежда Алексеевна хăйсен «тимĕр» туйĕнче тăванĕсемпе çывăх çыннисенчен ăшă сăмахсемпе хаклă парнесене тивĕçнĕ.

Юбилярсем хăйсене хисеп тума килнĕ тăванĕсемпе çывăх çыннисене тата хăнасене пĕтĕм чун-чĕререн тав тăваççĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *