Суббота, 20 апреля, 2024
Главная > Публикации > Юмансар ялĕнче палăк уçнă

Юмансар ялĕнче палăк уçнă

Вырсарникун, çу уйăхĕн 28-мĕшĕнче, чикĕ хуралĕнче тăнă салтаксем Пограничник кунне паллă тăвĕç. Симĕс карттуслисемпе ял хастарĕсем çак уяв умĕн Юмансар ялĕнче палăк уçнă, ăна Погран çарĕсене 105 çул çитнине халалланă.

Мероприятие ял халăхĕ тата республикăри «Пограничниксен туслăхĕ» общество организацийĕн членĕсем йышлăн хутшăннă. Уява пуçтарăннисене Канашри муниципаллă округ пуçлăхĕн çумĕ Александр Федоров тата Карăклă территори пайĕн ертÿçи Елена Георгиева саламланă.

Çав кунах чикĕ хуралĕнче тăнă ĕнерхи салтаксемпе Юмансар ялĕн хастарĕсене Астăвăм медалĕсемпе те чысланă. Мероприятие вырăнти «Юманлăх» фольклор ушкăнĕ тата шкул ачисем концертпа илем кÿнĕ.

Палăка уçнă хыççăн чикĕ хуралĕнче служба тивĕçне пурнăçланă чухне паттăрла пуç хунă пограничниксене асăнса чечек кăшăлĕ хунă, пĕр минут шăп тăрса асăннă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *