Пятница, 29 марта, 2024
Главная > Публикации > Уйрăм хуçалăхсене аталанма патшалăх тĕрлĕ енлĕ пулăшать

Уйрăм хуçалăхсене аталанма патшалăх тĕрлĕ енлĕ пулăшать

Ялта ĕçлесе пурăнакансене, енчен вĕсем професси тупăшĕнчен налук тÿлеме килĕшсен, килти хушма хуçалăха аталантарма субсидисем парса пулăшаççĕ. Хăй тĕллĕн ĕçлес текен çын Канашри муниципаллă округ администрацине заявка панă хыççăн тĕллевлĕ укçа республика тата федераци бюджетĕнчен те килме пултарать.

Иртнĕ çулта муниципалитетра хĕрĕх ытла çын хăйсем тĕллĕн ĕçлекен пек (самозанятый) регистрациленнĕ. Вĕсем патшалăх пулăшăвĕпе усă курса техника тата выльăх-чĕрлĕх туяннă, çавăн пекех çĕр улми, пахча çимĕç лартса ÿстернипе, сĕт тата аш-какай туса илнипе çыхăннă тăкаксен курăмлă пайне те саплаштарма пултарнă.

Патшалăхăн тĕллевлĕ программине хутшăнас текенсем кăçал та йышлăн, хальхи вăхăт тĕлне яваплă комисси вунна яхăн çыннăн заявкине ырласа йышăннă. Ыттисем кирлĕ документсене йĕркене кĕртсе çитерессипе тата бизнес план туса хатĕрлессипе тимлеççĕ.

Патшалăх пулăшăвĕпе Карăклă ялĕнче пурăнакан Сергеевсен çемйи те усă курнă. Любовь Геннадьевна хăй тĕллĕн ĕçлекен çын статусне илсен мотоблок тата ĕне туяннă.

— Патшалăх самозанятый çынсене килти хушма хуçалăха аталантарма тĕрлĕ енлĕ пулăшу кÿни çинчен Интернет уçлăхĕнче вуласа пĕлтĕм. Çакăн хыççăн халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен уйрăма кайрăм. Унта социаллă контракт çыртарчĕç. Патшалăх пулăшăвĕпе усă курса пысăках мар техника тата ун çумне çаклатса ĕçлеттермелли тĕрлĕрен агрегат туянтăмăр, ĕне сумалли аппарат пирки те манмарăмăр. Кĕçĕн ывăл Давид пĕчĕкрех те хальхи вăхăтра унпа килте ларатăп. Вăхăта усăллă ирттерес тĕллевпе выльăх йышне ÿстерес терĕм. Мăшăрăм Валера тата аслăрах çулхи ывăлсем: Дима, Данила тата Демьян та хирĕç пулмарĕç. Коронавирус пандемийĕ пуçланиччен вĕсем Мускава ĕçлеме çÿретчĕç. Вăхăтлăх чару мерисем вăя кĕрсен çывăх çыннăмсем те кил хуçалăхри ĕçе кÿлĕнчĕç. Пĕрле çапла туслă йышпа ĕçлетпĕр, — каласа парать ĕçчен те вашават кил хуçи хĕрарăмĕ.

Хальхи вăхăтра Сергеевсен сăвакан тăватă ĕне, вĕсен йышне ÿстермешкĕн пушмак пăру та пур. Витере самăртма туяннă вăкăрсем тăраççĕ.

— Малтанхи вăхăтра эпир икĕ ĕне усраттăмăр. Муниципалитетăн АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕнче ĕне туянмалли йĕркепе паллаштарчĕç. Бизнес план туса хатĕрлерĕмĕр, унти шутлавсене палăртма кин пулăшрĕ. Унтан 70 пин тенкĕ тăракан ĕне тупрăмăр, часах пирĕн хуçалăхра выльăх йышĕ те хушăнчĕ. Иккĕшĕ кĕçех пăруламалла, çавăнпа вĕсене кĕтĕве ямастпăр, çаран çине тухса кăкаратпăр.

Хăйсем тĕллĕн ĕçлекен пек регистрациленме çынсене професси тупăшĕнчен налук тÿлес йĕрке сисчевлентерет. Тытса туса курман çĕнĕлĕх кирек кама та шухăша ярасси паллă ĕнтĕ. Сергеевсем налук тытăмĕн йĕркине епле алла илнĕ-ха?

— Илнĕ тупăшăн налук процентне эпир кашни уйăхрах тÿлесе пыратпăр. Çак тĕллевпе налук службине кайса килтĕмĕр. Телефон çине ятарлă приложени вырнаçтарса пачĕç. Специалистсем унпа мĕнле ĕçлемеллине уçăмлăн ăнлантарчĕç. Халĕ ку енĕпе пĕр йывăрлăх та туймастпăр.

Любовь Геннадьевна талăкра 65-70 литр сĕт сăвать. Чĕр тавар хакĕ тăрук йÿнелсе кайнăран ăна усламçăсене тухса пама васкамасть. Сĕтрен хăйсене валли юр-вар тăвать, пăрусене ĕçтерет, унпа сысна çурисем те лайăх çитĕннине калать. Сĕт хакне антарса лартнипех ялти кĕтÿре ĕнесен йышĕ палăрмаллах чакнине те пăшăрханса пĕлтерет.

Хăй тĕллĕн ĕçлекен статуса илнĕ çынсене ĕне усранăшăн патшалăх укçан пулăшать. Çак субсидие кашни ĕне пуçнех тивĕçтереççĕ. Сергеевсем çав укçапа тырă туяннă. Эппин, ыттисен те шутласа пăхмалăх пур.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code