Среда, 24 апреля, 2024
Главная > Публикации > Сухайкассинче фонтан хута кайрĕ

Сухайкассинче фонтан хута кайрĕ

Канашри муниципаллă округра вырăнти пуçару программипе кăçал 70 ытла проект хута кайĕ.

Вĕсене ял халăхĕ пĕрлехи пухура йышăнса хăварнă. Сухайкасси ялĕнче, сăмахран, Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кун тĕлне фонтан ĕçлеме тытăнчĕ. Ăна ĕçе кĕртме 300 пин тенкĕ укçа уйăрнă.

Пайкилт ялĕнче асăннă программăпа Волков урамĕнчи шыв пăрăхĕсене çĕнетнĕ. Юсав ĕçĕсем пĕр миллион ытла тенке кайса ларнă. Хальхи вăхăтра подрядчик чавнă çĕре техникăпа каялла тĕртсе тикĕслет.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *