Суббота, 20 апреля, 2024
Главная > Публикации > Фермер патĕнче хăнара пулнă

Фермер патĕнче хăнара пулнă

Канаш енри АПК ветеранĕсен канашĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Унăн ĕçне округ пуçлăхĕн çумĕ Валерий Чернов хутшăннă.

Вырăнти АПК ветеранĕсен канашĕн председателĕ Валерий Долгов ял хуçалăхĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă ĕçтешĕсене çурхи уй-хир ĕçĕсемпе паллаштарнă. Çавăн пекех иккĕмĕш çур çуллăхра пурнăçламалли тĕллевсене палăртнă.

Унтан ветерансем Семенов хресчен-фермер хуçалăхне çитсе килнĕ. Павел Николаевич Ăвăспÿрт Кипеч ялĕнче ĕçлесе пурăнать. Вăл 25 гектар çĕр çинче тĕрлĕ йывăç хунавĕ çитĕнтерет. Хуçалăхра 10 гектар çинче улма-çырла сачĕ те чĕртсе тăратнă, унта панулми, груша, абрикос, алыча, хурлăхан, хăмла çырли тата ытти çимĕç çулсерен пысăк тухăçпа савăнтарать.

Пилĕк çул каялла фермер 200 тăваткал метр лаптăк çинче теплица туса лартнă. Теплицăра слива, терн тата чие йывăççисене вăрăран акса шăтараççĕ. Хунавсене çурла уйăхĕнче уçă пĕлĕт айне тухса лартĕç. Килес çул çуркунне вĕсем çумне паха сортлă улма йывăççисен папакĕсене сыпĕç.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *