Четверг, 25 апреля, 2024
Главная > Публикации > Ачасене пĕчĕклех ишме вĕрентĕр!

Ачасене пĕчĕклех ишме вĕрентĕр!

Çуллахи шăрăх кунсенче çынсем пĕве-кÿлĕре шыва кĕрсе уçăлма васкаççĕ. Паллах, шыв çыншăн пысăк тус, унта канса киленме, сывлăха çирĕплетме пулать. Çав вăхăтрах шыв пысăк хăрушлăх кăларса тăратма пултарнине те манмалла мар.

Шыври киленÿ инкекпе ан вĕçлентĕр тесен мĕн тумалла-ха; Шăпах çак ыйтупа Чакаçри культура çурчĕн ĕçченĕсемпе ялти фельдшер Валентина Никифорова кÿлĕ хĕрринче ачасемпе тĕллевлĕ калаçу йĕркеленĕ. Медицина ĕçченĕ шывра путнă çынна пĕрремĕш пулăшу памалли меслетпе паллаштарнă, унтан шыв çинчи инкекĕн сăлтавĕсене уçăмлатнă.

Валентина Михайловна палăртнă тăрăх, шыва кĕнĕ чухне пулакан инкексен тĕп сăлтавĕ — хăрушлăха асăрхаманни тата йывăрлăхран тухма пĕлменни. Ытларах чухне çын ишме пĕлменнипе мар, сехĕр- ленсе ÿкнипе путать. Чылай чухне çак сăлтавсем малти вырăна тухаççĕ: ачасене асăрхаса тăманни, çырантан аякка ишсе кайни, çиллĕ çанталăкра шыва кĕни, шăнăр туртни, организм шăнса кÿтни, ÿсĕрле шыва кĕни.

Анчах та ачасем шыва кĕнĕ чухне вĕсене аслисен сăнаса, асăрхаса тăмалла. Унсăр пуçне шыва кĕме уйăрнă ятарлă вырăнта кăна чăмпăлтатма юрать.

Статистика палăртнă тăрăх шывра путнă инкексен 95 процентне сирсе яма май пулнă.

Ачасене пĕчĕклех ишме вĕрентмелле. Плотина хĕрринче, шыв сиккинче, карьерта, котлованта шыва кĕме юрамасть!

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *