Суббота, 20 апреля, 2024
Главная > Публикации > Мускавра каллех пысăк хак панă

Мускавра каллех пысăк хак панă

Мускавра Пĕтĕм Раççейри «Чи лайăх муниципаллă практика» конкурса пĕтĕмлетнĕ. Унти тупăшура Сухайкасси ял территорийĕ «Хула хуçалăхне цифра технологийĕсем кĕртес» номинацире виççĕмĕш вырăн йышăннă. Диплома çĕршывăн тĕп хулине округ пуçлăхĕн çумĕ Татьяна Владимирова кайса илнĕ. Çак çитĕнÿре асăннă ял тăрăхне чылай çул тÿрĕ кăмăлпа ертсе пынă Павел Семеновăн тÿпи пысăк.

Павел Юрьевич хальхи вăхăтра Красноармейски муниципаллă округа ертсе пырать. Пуçлăх пуканне вăл çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче йышăннă. Депутатсем пухура унăн кандидатуришĕн пĕр саслăн ырласа сасăланă.

Павел Юрьевич — 34 çулта. Сухайкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕн должноçне 27 çулта йышăннă пулнă. Вăл тăван тăрăхра ĕçленĕ çулсенче Сухайкасси ял тăрăхĕ Пĕтĕм Раççейри «Чи лайăх муниципаллă практика» конкурсра юлашки тăватă çулта çулсеренех палăрнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *