Пятница, 19 апреля, 2024
Главная > Публикации > Юсав ĕçĕсемпе паллашнă

Юсав ĕçĕсемпе паллашнă

Çулсем иртнĕ май таса шывпа тивĕçтерекен тата каяшсене юхтарса кăларакан пăрăхсем кивелеççĕ. Вĕсене çийĕнчех çĕнетсе тăмасан çынсем вăрах вăхăт шывсăр тăрса юлас хăрушлăх пур.

Çакнашкал чăрмавлă лару-тăру сиксе тухассине сирес тĕллевпе Шăхасан салинче час-часах шăтса юхакан лаптăксенчи пăрăхсене çĕннисемпе улăштарма тытăннă, тĕплĕ юсав ĕçĕ канализаци сечĕсене те пырса тивнĕ. Шăхасанта çавăн пекех шыв башнисем çинче ятарлă приборсемпе шутлав хатĕрĕсем вырнаçтарнă, насос станцийĕсем валли çĕнĕ вагончиксем пырса лартнă.

Ĕç калăпăшĕ пысăк. Вăл мĕнле пурнăçа кĕрсе пынипе çак кунсенче Чăваш Республикин конкурентлă политикăпа тарифсен патшалăх службин ертÿçи Надежда Колебанова паллашнă. Юсав ĕçĕсен хăвăртлăхĕпе тата пахалăхĕпе кăмăллă юлнине пĕлтернĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *