Четверг, 10 октября, 2024
Главная > Публикации > Виççĕмĕш квартал кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ

Виççĕмĕш квартал кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ

Вăхăт пĕр сисĕнмесĕр шав малалла шăвать. Акă, юпа уйăхĕ те вĕçленет. Ку тапхăрта тăхăр уйăхри ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетесси йăлара. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи лару-тăрупа паллашар-ха.

Канаш енре тăхăр уйăхра пĕтĕмпе чĕрĕ виçепе 303,8 тонна аш-какай сутнă ?иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен кăшт сахалтарах/. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче лару-тăру çăмăл мар, апла пулин те выльăх йышне чакармасăр ытти çулхинчен ытларах аш-какай туса илекенсем те пур округра: «Путь Ленина» ЯХПК, «Исток», «Хучель» пĕрлĕхсем тата Степанов, Владимиров, Николаев, Семенов фермер хуçалăхĕсем. Тăхăр уйăхра пĕтĕмпе туса илнĕ аш-какай виçинчен ытларах пайĕ — мăйракаллă шултра выльăх ашĕ.

Пĕтĕмпе 5307,0 тонна сĕт суса илнĕ (иртнĕ çулхи шайран пысăкрах). Пĕлтĕрхи çак тапхăра илсен сăвăм шайне ÿстернĕ хуçалăхсем те пур, вĕсене асăнса хăварни ытлашши пулмĕ: «Путь Ленина», «Урюм», Киров ячĕллĕ ЯХПКсем, «Хучель» пĕрлĕх тата Николаев, Макаров, Герасимов фермер хуçалăхĕсем.

Тăхăр уйăхра кашни ĕнерен вăтамран 4239 килограмм сĕт суса илнĕ ?иртнĕ çулхи шайран пысăкрах/. Чи пысăк кăтарту Никонов хресчен-фермер хуçалăхĕнче, унта кашни ĕне пуçне 5704 килограмм сĕт сунă, Киров ячĕллĕ ЯХПКн Атнашри сĕт-çу ферминче — 5115 килограмм, Владимиров фермер — 4419 килограмм. Хальхи вăхăтра сĕт рынокĕнче лару-тăру йĕркеленсе пыни сисĕнет, сĕте вăтам хакпа туянаççĕ. Выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрлесе хăварнă, çавăнпа та сăвакан ĕнесен йышне чакарса лартма васкамалла мар. Сĕт сутса кирек хăçан та хавшанă хуçалăх экономикине йĕркене кĕртме пулать.

Усă куракан çĕр лаптăкĕсен 100 га пуçне 450 ц сĕт суса илнĕ тата 25,5 ц аш-какай туса илнĕ. Киров ячĕллĕ кооперативăн аш-какай туса илессипе кăтарту районта чи пысăкки. Сĕт туса илессипе те малти вырăна Киров ячĕллĕ ЯХПКра тăрăшакансемех йышăнаççĕ.

Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне округра 1288 ĕне шутланнă. Фермер хуçалăхĕ- сем ĕнесен йышне ÿстерме пуçларĕç, вĕсем Киров ячĕллĕ ЯХПКран ырă тĕслĕх илме пултараççĕ.

Канаш тăрăхĕнче Волынкин хресчен-фермер хуçалăхĕ сурăх ĕрчетессипе тимлет, вĕсен йышĕ паянхи куна 405 пуçа çитнĕ.

Халĕ пирĕн умри тĕп тĕллевсенчен пĕри — выльăхсене хĕл кунĕсенче тытмалли тапхăра тĕплĕн хатĕрленсе çитесси. Витесене юсаса йĕркене кĕртес ĕç вĕçленсе пырать. Ку енĕпе «Путь Ленина» тата Киров ячĕллĕ ЯХПКра уйрăмах пысăк ĕç туса ирттернĕ. Çавăн пекех фермерсем те айккинче юлман. Витесене дезинфекциленĕ, шуратнă. Выльăхсене хĕллехи тапхăра куçарсан вĕсен кашнин умĕнчех шыв çителĕклĕ пулмалла. Çав вăхăтрах тăварпа пурă пирки те манса каймалла мар. Апат рационĕ чухăн тата унта витаминсем сахал пулнăран выльăх-чĕрлĕх продукцине чылай чухне кирлĕ шайра илейместпĕр.

Сергей ВАСИЛЬЕВ, ял хуçалăх пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *