Понедельник, 14 октября, 2024
Главная > Публикации > Преступленисен шучĕ чакнă

Преступленисен шучĕ чакнă

Çул çитмен çамрăксем преступлени çулĕ çине тăрассине тата йĕркене пăсассине сирсе ярас тĕл- левпе йĕрке хуралçисем çулсерен «Полици тата ачасем» акци ирттереççĕ.

Акци старт илнĕ кун округри шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ Геннадий Лаврентьев Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Шăхасан вăтам шкулĕнче вĕренекенсемпе тĕл пулнă. Калаçу вăхăтĕнче вăл çул çитменнисене уголовлă тата административлă саккунсен яваплăхне уçăмлатнă, тĕслĕхсем илсе асăрхаттарнă. Çавăн пекех сывă пурнăç йĕркине çирĕп пăхăнса пымаллине каланă.

Полици начальникĕ кăçалхи тăхăр уйăхра, иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан, çул çитменнисем преступлени тунă тĕслĕхсем палăрмаллах чакнине пĕлтернĕ. Хальхи вăхăт тĕлне профилактика учетĕнче 25 пуçтах çамрăк тăнине уçăмлатнă. Çакнашкал ачасене тĕрĕс çул çине тăратас тĕллевпе спорт секцийĕсемпе тĕрлĕрен кружока явăçтарни ырă витĕм кÿнине те асăнса хăварнă.

Акци пынă тапхăрта йĕрке хуралçисем Канаш тăрăхĕнчи кашни шкулах çитсе килĕç, ачасемпе тĕл пулнипе пĕрлех ялсенчи йывăр лару-тăрури çемьесене те пырса тĕрĕслĕç.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *