Главная > Публикации > Чăн-чăн патриот пулса çитĕнмекĕçĕннисене аслисем вĕрентсе пыраççĕ

Чăн-чăн патриот пулса çитĕнмекĕçĕннисене аслисем вĕрентсе пыраççĕ

Ачасене патриотла воспитани парасси паянхи кунăн тĕп ыйтăвĕсенчен пĕри пулса тăрать. Апла пулсан çитĕнекен ăрăвăн чун-чĕринче пирĕн, аслисен, чыслăхпа тивĕçлĕх туйăмĕсене аталантарса, куллен ӳстерсе пыма тăрăшмалла. Тăван çĕршыва, тăван халăха, историпе аваллăха тĕпе хурса вĕсене малалла чăн-чăн патриот пулса çитĕнме çул уçмалла.

Çак ырă енсене ăша хывас енĕпе Н.Ф.Гаврилов ячĕллĕ Янкăлч вăтам шкулĕн вĕрентекенĕсем тăрăшса ĕçленине палăртмалла. 2019 çулта шкулта йĕркеленнĕ «Асрах тытатпăр» шырав отрячĕн хастар яш-хĕрĕ Тăван çĕршыва юрăхлă çынсем пулса çитĕнме тупа тунă. Ахальтен мар вĕсем – ялан шыравра.Тăрăшса вĕренме те, усăллă ĕç тума та ĕлкĕреççĕ. Çакă, паллах, кăмăла çĕклет.

Этемлĕх историйĕ пирки сăмах тапратнă май тăватă çула тăсăлнă Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи халăхшăн тĕлĕнмелле синкерлĕ пулăмпа асра юлнине тĕпе хумалла. Пуç хунисен йышĕ çеç 27 миллиона яхăн пулнă пулсан хыпарсăр çухалнисем вара… Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче çуралнă шырав ушкăнĕсем шăпах ятсăр-шывсăр вил тăприсене шыраса тупса паттăрсен ырă ячĕсене тăван тăрăха тавăраççĕ. Çапла майпа хастарсем чăннипех пархатарлă ĕç тăваççĕ. Чăн-чăн патриот пулса çитĕнме кĕçĕннисене аслисем вĕрентсе пыраççĕ. Çĕршывĕпе вара вĕсем мĕн чухлĕн!

84 субъектра 1500 шырав ушкăнĕ йĕркеленĕ. Пурĕ пĕрле çак юхăм 45 пин çынна пĕрлештерсе тăрать. Вĕсен тĕп тĕллевĕ – никам та, нимĕн те манăçман. Пурте пĕр пулса, кар! тăрса паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнă çынсен шăписене мала хурса архивсенче тăрăшаççĕ, сăваплă вырăнсене хăтлăлатаççĕ, хыпарсăр çухалнисен тăванĕсене шыраса тупса туслă çыхăну йĕркелеççĕ, Астăвăм Кĕнекин летопиçне малалла тăсаççĕ, тĕрлĕ вырăна çитсе шырав ĕçĕсем ирттереççĕ…

Нумаях пулмасть «Асрах тытатпăр» ушкăнăн хастарĕсем – Стас Ивановпа Тимофей Еремеев, Дима Степановпа Азиз Раджабов Ирина Иванова ертсе пынипе «Хĕвел анăç фрончĕ. Варшава çулĕ» Пĕтĕм тĕнчери çарпа истори экспедицийĕнче пулса курчĕç. Калуга облаçĕнчи Цветовка ялĕ çывăхĕнче 1942 çулхи ака – 1943 çулхи нарăс уйăхĕсенче хĕрӳ çапăçусем пынă вырăнта Белоруссипе Узбекистантан, Казахстанпа Таджикистан, Молдавипе Латви çĕршывĕсенчен килнĕ шырав отрячĕсем те пирĕнпе юнашар алла тимĕр шыракан ĕç хатĕрĕсем, кĕреçе тавраш тытса шырав ĕçĕсене хутшăнчĕç. Икĕ эрнене пынă экспедици пирĕн чăтăмлăхпа чун тĕрекне тĕрĕслерĕ, ăсталăхпа пултарулăха туптарĕ, çĕнĕ туссем тупма пулăшрĕ. Чи пĕлтерĕшли – 122 паттăр салтакăн ырă ятне тавăрни.

«Эпир те, шкул ачисем, килес ăру валли çĕршыв историне çыратпăр. Çакă, паллах, малашне те тăрăшса вĕренме, пархатарлă ĕçсем тума хавхалантарать», – терĕ шырав отрячĕн ертӳçи Стас Иванов.

Май пуррипе усă курса манăн та мĕнпур волонтер, шкул ачисене – çамрăк армеецсемпе кадетсене, шырав ушкăнĕсемпе вĕрентекенсене, çĕр çинчи пур ырă çынна тав тăвас килет. Ырă ĕç ырăпах таврăнтăр.

Ирина Иванова, шырав ушкăнĕн ертӳçи

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *