Кĕрхи призыв малалла пырать. Çитĕнсе яш пулнă çирĕп сывлăхлă каччăсем тăван кил-йышпа тата тă-ван енпе вăхăтлăха сыв пуллашса салтак атти тăхăнаççĕ.
Тăван çĕршыв умĕнчи яваплăха туйса, юратăва палăртса ăна куç шăрçине сыхланă пек упрама кашни çамрăк салтак тупа тăвать.
Çак ушкăнра пирĕн ентешсем те пур. Нумаях пулмасть Канаш хулинчи Долматовсен çемйинче салтак юрри янăрарĕ. Унта Ярославпа Данил йĕкĕреш пĕртăвансене чăвашсен ырă йăли-йĕркипе салтака ăсатрĕç. Тус-тăванĕ каччăсен хул пуççийĕ çине тата кăкăрĕ умне сыхлав паллисем (оберег) çакса ырă сунчĕ.
Хут купăсăн янăравлă кĕвви, чăн чăваш салтак юрри пурин чунне те пăлхантарчĕ. Çав юрă сăмахĕсенче салтак тăван килтен нумайлăха уйрăлнă ĕлĕкхи тапхăр куç тĕлне тухрĕ, халĕ, палăртмалла, салтак вăхăчĕ пĕр çултан мала мар.
Сыхлав паллине каччăсене вĕсен тăванĕ Вероника Иванова пернелерĕ. «Чăваш тĕрриллĕ оберег сирĕншĕн хÿтĕлев палли пултăр. Чăваш Ене, тăван тăрăха тата тăван киле ан манăр. Каялла тĕрĕс-тĕкел çаврăнса килĕр», — палăртрĕ ал ĕç ăсти сыхлав паллисене кăкăрĕсем умне çакнă май.
Ярăславпа Данила кашни çирĕп сывлăх, хаваслă кăмăл тата такăр çул сунчĕ!
Вероника ИВАНОВА