Среда, 4 декабря, 2024
Главная > Публикации > Ватăсене юр тасатса пулăшнă

Ватăсене юр тасатса пулăшнă

Мăкăр ялĕнче пурăнакансем ырă ĕçсем тунипе округра яланах палăрса тăраççĕ.

Вĕсем волонтерсен кунĕнче те аллă усса лармарĕç. Ялти пĕлтерĕшлĕ вырăнсене юртан тасатнă хыççăн Гагарин урамĕнче пурăнакан Григорьевсем патне васкарĕç.

Ватă кил хуçи Юрий Пантелеймонович туслă йыш кĕреçесемпе килнине асăрхасан куççульне пытармарĕ. Мăшăрĕ, Тамара Максимовна та, йывăр ĕçе текех вашат пурнăçлаймасть ĕнтĕ. Тепĕр чухне алăк уçайми юр хÿсе каять, лавккана çăкăр патне çитсе килеймĕн. Ачисем канмалли кунсенче тăван киле килсе çÿреççĕ-ха, çанталăк кăмăлĕ вара эрне варринче улшăнасси те пулать.

Юрий Пантелеймоновичпа Тамара Максимовна иккĕшĕ те мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен «Канаш» колхозра вăй хунă. Ялти сумлă ватăсене пирĕн пур енлĕ пулăшса пымалла.

Вероника ИВАНОВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *