Иртнĕ эрнере округ админстрацийĕн ларусем ирттермелли залне территори пайĕсен ертÿçисене ыйхравланă. Черетлĕ канашлăва муниципалитет пуçлăхĕн çумĕ Александр Федоров ертсе пынă.
Вырăнти ертÿçĕсемпе ял-салара пуçару проекчĕсем мĕнле пурнăçа кĕрсе пынине, хĕллехи вăхăтра çулсене тасалăхра тытса тăрассине, çÿп-çапа вăхăтра турттарса тухассине тата ытти пĕлтерĕшлĕ ыйтăва сÿтсе явнă.
Канашлу вăхăтĕнче çавăн пекех 2023 çулта ял территори- йĕсене тирпей илем кÿрес енĕпе йĕркеленĕ конкурс çĕнтерÿçисене те палăртнă. Хаклав комиссийĕ ку енĕпе Пайкилт, Вăтапуç тата Асхва ял территорийĕсем уйрăмах хастар ĕçленине пĕлтернĕ. Çĕнтерÿçĕсене дипломсем парса хавхалантарнă.