Среда, 4 декабря, 2024
Главная > Публикации > Программăра юрă-ташă тата шÿтсем пулчĕç

Программăра юрă-ташă тата шÿтсем пулчĕç

Канашри культура керменĕнче Çĕнĕ çул умĕнхи уяв иртрĕ. Ăна халăх юратакан чăваш эстрада çăлтăрĕ Виталий Иванов йĕркелерĕ. Уяв программинче хаваслă юрă-ташă тата шÿтсем пулчĕç.

Концерта илем кÿрекенĕсем Иван Шинжаевпа Ольга Осипова, Виталий Адюков, Игорь Ермаников тата Виктор Петров пулчĕç.

Концерт йĕркелÿçи Виталий Иванов юлашки вăхăтра куракансен кăмăлне каякан тата халăх хушшинче анлă сарăлнă юрăсене шăрантарчĕ. Лăк тулли зала хумхатса хăйĕнпе пĕрле юрлаттарчĕ. Ольга Осиповапа Иван Шинжаев дуечĕ те куракансен кăмăлне тыткăнларĕ.

Виталий Адюков хут купăсне тăсса ярсассăнах залра ларакансем пурте тăвăллăн алă çупса ячĕç, такмакĕ- сене пĕрле юрласа ташларĕç, чуна пырса тивекен юррисене пĕрле хурланса итлерĕç.

Игорь Ермаников юрăç куракансем патне хăйĕн вĕр çĕнĕ юррине илсе çитерчĕ. Вăл «Аннеçĕм» юрă пулчĕ. Сăмахĕсене пирĕн ентеш Надежда Силпи шăрçаланă.

Юрăри йĕркесенчи тĕп шухăш — анне пурнăçра чи хакли тата пахи, çывăх çыннăн вĕрентĕвĕпе пилĕ ачисене пулăшса пыни, пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайсан та çÿл тÿперен сăнаса пулăшса тăни, яланах пирĕн чĕрере пулни.

Игорь Николаевич юрăри хумхануллă самантсене куракансен чĕрисем патне илсе çитерсе çутă шанăç çуратрĕ, сăвă авторне илемлĕ те кăсăклă сăвă йĕркисемшĕн чĕререн тав турĕ, пултарулăх çăл куçĕнче ăнăçупа çитĕнÿ, икĕслми телей сунчĕ.

Надежда Силпи сăвăç çĕнĕ юрă премьери ăнăçлă иртнĕ ятпа юрăçа чĕрĕ чечек çыххи парнелерĕ. Куракансем алă çупса йышăнни пуриншĕн те хавхаланупа савăнăç парни пулчĕ.

Виктор Петров кулăш ăсти яланхи пекех залпа туслă тата ăнăçлă ĕçлерĕ, тĕрлĕ шÿт каласа куракансен кăмăлне çĕклерĕ.

Чи кăсăкли — ташă конкурсĕ пулчĕ. Залра ларакансем сцена çине тухса çывхаракан çул символĕн драконăн ташшипе савăнтарчĕç. Вĕсем тĕрлĕ пылак кучченеçе тата Шупашкара спектакль кайса курма билетсене тивĕçрĕç.

Уяв сценине Мăкăрти культура çурчĕ çумĕнчи «Туслăх» фольклор ушкăн та илем кÿчĕ. Халăх умне вĕсем икĕ хутчен тухрĕç, курма килнисене чăваш юрри-ташшипе савăнтарчĕç, илемлĕ тĕрĕллĕ чăваш тумĕпе

тыткăнларĕç. Залра ларакансем фольклор ушкăнĕн кашни номерне ăшшăн алă çупса кĕтсе илсе ăсатрĕç, пĕрле юрларĕç тата ташларĕç.

Уява пухăннисем ушкăн ертÿçине Вероника Ивановăна çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, кулленхи ĕçре çитĕнÿ сунса чĕрĕ чечек çыххи парса саламларĕç.

Вероника ИВАНОВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *