Пятница, 13 декабря, 2024
Главная > Публикации > Хĕл мучи парнисемшĕн тупăшнă

Хĕл мучи парнисемшĕн тупăшнă

Карăклăри спорт шкулĕнче ирĕклĕ мелпе кĕрешес енĕпе турнир иртнĕ. Унта 2012-2014 çулсенче çуралнă яшсемпе хĕрсем пуçтарăннă.

Вĕсем Хĕл Мучи парнисене çĕнсе илессишĕн тупăшнă. Çамрăксене уявпа округ пуçлăхĕ Сергей Михайлов саламланă.

Карăклăна спортсменсем Канаш тăрăхĕнчен кăна мар, кÿршĕллĕ ытти округран та йышлăн килсе çитнĕ. Кавир çине вара пĕтĕмпе 160 кĕрешÿçĕ тухнă. Вĕсене тупăшура лайăх кăтарту тума ашшĕ-амăшĕ хавхалантарса тăнă.

Чăн та, ку турнирта выляса яракансем пулман, Хĕл мучи кашнинех пылак çимĕçпе сăйлама тăрăшнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *