Пĕлÿ кунĕ кăçал пĕр кун кая юлса килнĕ. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ вырсарникуна лекнĕрен линейкăсене тунтикуна куçарнă. Çакнашкал сĕнÿпе маларах Раççейри Çут ĕç министерстви тухнă пулнă.
Канаш тăрăхĕнче Пĕлÿ кунĕнче 26 шкул хăйсен алăкĕсене уçнă. Пĕрремĕш класа пуçласа 168 ача килнĕ. Парттăсем хушшине вара пĕтĕмпе 2588 вĕренекен ларнă.
Шăхасан шкулĕнче йĕркеленĕ линейкăна Чăваш Республикинчи транспорт министрĕн çумĕ Юрий Арлашкин, округ пуçлăхĕ Сергей Михайлов тата ытти хăнасемпе ачасен ашшĕ-амăшĕ хутшăннă. Вĕсем шкул ачисене çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче тăрăшса вĕренме тата пысăк çитĕнÿсем тума ăнăçу суннă.
Шăхасан шкулĕнче тунтикун ятарлă класс-кабинет та уçăлнă. Ăна «Вĕренÿ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн хута яма май килнĕ. Унта ачасем цифра технологийĕсемпе тĕплĕнрех паллашĕç. Шкул çулĕсенчех цифра сферипе çывăх туслашни пурнăçăн анлă çулĕ çине тухсан вĕсене куллен пулăшса пырĕ.