Вторник, 5 ноября, 2024
Главная > Публикации > Плотина хĕррине тасатнă

Плотина хĕррине тасатнă

Катек ялĕ çывăхĕнче пысăк плотина пур. Вăл таврари пулăçсене кăна мар, çут çанталăк ытамĕнче канма кăмăллакансене те хăй патне илĕртет.

Шел пулин те, çынсем хăйсем хыççăн тĕрлĕрен ăпăр-тапăр пăрахса хăвараççĕ. Çавна май вырăнти кÿлĕ таврашĕн сăнĕ кичемленет. Шыв управне тата çыран хĕррисене тасалăхра тытса тăма «Раççей шывĕ» акци пысăк пулăшу кÿрет. Çут çанталăк тусĕсем çак кунсенче те пысăк йышпа тухса çÿп-çапа пуçтарнă, пулăçсене тата çут çанталăкра канакансене типтерлĕ пулмалли çинчен асăрхаттарнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *