Вторник, 10 декабря, 2024
Главная > Публикации > Поэзипе культурăна сума сăвакансем йышлăн пуçтарăннă

Поэзипе культурăна сума сăвакансем йышлăн пуçтарăннă

Чăваш литературин аталанăвне пысăк витĕм кÿнĕ кăвар чĕреллĕ поэтăмăр, драматург тата прозаик Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа кăçал 125 çул çитрĕ. Çак юбилейлă датăна чăваш халăхĕ анлăн паллă турĕ.

Пĕлтĕр çĕртме уйăхĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев 2024 çулта ку тĕлĕшпе ятарлă мероприятисем ирттермешкĕн Указ та кăларнăччĕ. Министрсен Кабинечĕ мероприятисене хатĕрлеме тата йĕркелеме пуçару комитечĕ çирĕплетнĕ пулнă. Çавна май тĕп мероприятисем кăçал çулталăк тăршшĕпех черетленсе пынă. Куравсемпе конкурссем иртнĕ, асăну каçĕсемпе поэзи фестивалĕсем йĕркеленĕ, сцена çине спектакль та кăларнă.

Иртнĕ канмалли кун пултаруллă ентешĕмĕр Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 125 çул çитнине халалласа Канаш тăрăхĕнче «Çеçпĕл йыхравĕ» регионсем хушшинчи фестиваль иртнĕ. Унта Чăваш Енĕн культура министрĕ Светлана Каликова, Чăваш наци конгресĕн ертÿçи Валерий Клементьев, округ пуçлăхĕ Сергей Михайлов тата поэзипе культурăна сума сăвакан чылай паллă çын хутшăннă.

Фестиваль хăнасене Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ музей умĕнче çăкăр-тăварпа кĕтсе илнипе пуçланнă. Музейпа кĕрсе паллашнă хыççăн пурте поэтăн асăну комплексне çул тытнă, унта вĕсене Çеçпĕлти культура çурчĕ çумĕнчи «Кăвар чĕре» ансамбль хаваслă юрă-кĕвĕпе кĕтсе илнĕ. Сăмах тухса калаçнă хыççăн кашни поэта асăнса лартнă палăк умне чечексем хунă.

Фестивалĕн иккĕмĕш тапхăрĕ Шăхасанта иртнĕ. Унта хутшăннисем поэтăн сăввисене пăхмасăр каланă тата Çеçпĕл Мишшине халалланă хăйсен пултарулăх ĕçĕсене халăх умне кăларнă. Тухса калаçакансем иртнине аса илнĕ, поэтăн пуян туприне сÿтсе явнă.

Çеçпĕл Мишшин ятне çÿллĕ шайра тытакан хастарсен пысăк ушкăнне çав кун дипломсемпе хаклă парнесем парса чысланă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *