Суббота, 25 января, 2025
Главная > Публикации > «Туслăх» ушкăн — ЮТВ телеканал хăни

«Туслăх» ушкăн — ЮТВ телеканал хăни

Мăкăр ялĕнчи «Туслăх» фольклор ушкăнне ?ертÿçи Вероника Иванова/ районта кăна мар, республика тулашĕнче те пĕлменнисем çук пулĕ. Асăннă ушкăн хамăр патăмăрта, Чăваш Енре тата, паллах, республика тулашĕнче йĕркеленĕ мероприятисене хастар хутшăнса куракансене хăйсен юрри-ташшипе, илемлĕ тумĕпе илĕртет тата савăнтарать.

Пултарулăх ушкăнĕн пуян опычĕпе ытти çынсене те паллаштарас тĕллевпе «Чăваш Ен» ЮТВ телевиденире «Çынсем. Çулсем. Еткерлĕх» кăларăма ертсе пыракан Лидия Филиппова журналист çак кунсенче пире ăш пиллĕ тĕпеле йыхравларĕ.

Кăларăма ирттерме «Туслăх» ушкăнăн ертÿçи Вероника Иванова иккĕмĕш сыпăкри тăванĕпе Валентина Федоровапа çула тухрĕ. Валентина Михайловна тивĕçлĕ канура. Пушă вăхăтра «Туслăх» ушкăна çÿ-рет, хăйĕн янраса тăракан илемлĕ сассипе куракансене савăнтарать.

Мăкăрсем сенкер экран пăхакансене хăйсен пуян опычĕпе паллаштарчĕç. Палăртса хăварма кăмăллă, ЮТВ хăни алă ăсти пулнă май хăй тĕрлесе çĕленĕ тумĕпе, хушпу-тухьяпа, тĕрлĕ чăваш тĕррипе эреш-ленĕ шкатулкăсемпе конфет хумалли савăтсемпе паллаштарчĕ. Çак йышра çĕнĕлĕх те пулчĕ: чăваш эрешĕсемпе тĕрленĕ шкатулка-кĕнеке _ «Чăваш тумĕ халăх мулĕ».

Юрă-ташă ăстисем куракансене чăваш юрри-ташшипе те савăнтарчĕç. Вероника Ивановапа Валентина Федорова тĕпел хуçисене тата куракансене хаваслă юрă-кĕвĕпе тыткăнларĕç, вĕсен чун-чĕринче савăнăçпа хавхалану туйăмĕсене вĕлкĕштерчĕç.

Шел, эфир вăхăчĕ питех те кĕске-çке. Пĕр-пĕр тематикăллă уявра «ЮТВ» кăларăм ĕçченĕсем кĕтнĕ хăна пулса савăнĕç, ламран-лама куçса пыракан упраса хăварнă йăла-йĕркене хаваспах истори валли ÿкерсе илĕç. «Туслăх» ушкăна вара эпир пуласлăхра ăнăçупа çитĕнÿ тата иксĕлми телей сунатпăр.

Вероника ИВАНОВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *