Суббота, 25 января, 2025
Главная > Публикации > Çитĕнекен ăрушăн яланах ырă тĕслĕх вырăнĕнче пулĕç

Çитĕнекен ăрушăн яланах ырă тĕслĕх вырăнĕнче пулĕç

Тунтикун Пирĕн çĕршывра Тăван çĕршыв Паттăрĕсен кунне паллă тунă. Вăл Раççейри çар çыннисен чун хавалĕн вăйне, харсăрлăхĕпе çирĕплĕхне палăртакан уяв.

Çав кун шкулсенче мухтав урокĕсем иртнĕ, çĕршыв историйĕн тĕрлĕ тапхăрĕнче хăйсен пурнăçĕпе сывлăхне шеллемесĕр Тăван çĕршыв интересĕсене хÿтĕленĕ паттăрсен ячĕсене аса илнĕ. Вĕсен мухтавĕпе чапĕ çитĕнекен ăрушăн ырă тĕслĕх вырăнĕнче пулнине палăртнă.

Округ пуçлăхĕ Сергей Михайлов шкул ачисемпе пĕрле Шăхасанти Çĕнтерÿ паркĕнче пулнă, Тă-ван çĕршыва хÿтĕленĕ ентешсен паттăрлăхне асра тытса ĕмĕр сÿнми çулăм умне чĕрĕ чечексем хунă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *